Çын сывлăхĕ унăн шăлĕсем мĕнлерех пулнинчен те килет. «Сывă шăл — сывă организм — сывă пурнăç», — тесе ахальтен каламаççĕ. Шăлсене мĕнле пăхмалли тата упрамалли пирки Шупашкар хула стоматологийĕн пай пуçлăхĕ Елена Ильинична Федотова каласа кăтартать.
— Елена Ильинична, чи малтанах кариес мĕнле чир пулнине ăнлантарса парăр-ха.
— Кариес — анлă сарăлнă чирсенчен пĕри. Тĕнчери халăхсен 98 проценчĕ таран çак чирпе аптăраççĕ. Тĕкĕр çине пăхсан та курăнать: тĕксĕмленсе хăвăлланнă шăлсем. Пĕрисен ыратса килет çак чир, теприсен шăлĕсем ыратмасăрах пăсăлса тĕпренме пуçлаççĕ.
— Мĕнрен пуçланать-ха кариес?
— Шывра фтор микроэлемент çителĕксĕррипе, тĕрĕс апатланманнипе, час-часах пылак çимĕçпе иртĕннипе, чир ăруран ăрăва куçса пынипе, шăла вăхăтра тата тĕрĕс тасатманнине пула…
— Кариес ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха?
— Пирваях маларах палăртнисене пăхăнмалла. Çулталăкра ик хутчен тухтăр патĕнче тĕрĕсленмелле. Усăллă çимĕçпе апатланмалла. Рационра сĕт, тăпăрчă, сыр пулсан аван. Вĕсенче шăла кирлĕ кальций микроэлемент нумай.
— Юлашки вăхăтра пациентсем хушшинче шăл шуратасси анлă сарăлчĕ. Шурă шăллă пулас тесен мĕнле меслетсемпе усă курмалла-ши?
Чи меллĕ меслет — врач патĕнче шуратни. Малтанах специалистпа канашлас пулать. Вăл профессиллĕ мелпе, майне пĕлсе, лазерпа е ятарлă лампăпа усă курса ĕçлет. 18 çула çитмен яш-кĕрĕмĕн, кăкăр çитерекен амăшĕсен, çие юлнă хĕрарăмсен шăлсене шуратма юрамасть.
Тепĕр меслет — çывăрас умĕн шăл çине каппăсем тăхăнса шуратма пулать. Тепĕр мел — шăл шуратакан пастăсем (отбеливающие зубные пасты). Анчах та çакна асра тытмалла: вăл пастăсемпе кашни кун усă курни шăла сиен кỹме пултарать. Шăл тунисем сивĕ апат-çимĕçе, сивĕ сывлăша çав тери хăвăрт туйма пуçлаççĕ.
— Шăлсене хăш вăхăтра тасатсан аванрах?
— Ирхи апат хыççăн тата каçхине çывăрас умĕн. 2-3 минутран кая тасатмалла мар. Шăл тасатнă хыççăн пылак çиме юрамасть, пан улми е пылак мар урăх улма-çырла çиме юрать. Кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн çăвара шывпа чỹхесен аванрах.
— Хывăнакан шăл протезĕсемпе мĕнле усă курсан лайăхрах-ши?
— Ку протезсем çумне çемçе апат-çимĕç çав тери çыпăçать. Ăна вăхăтра тасатса тăмасан протез чулланса каять, лайăх мар шăршă тухма тытăнать. Çăварти протез çумĕнчи ỹт хĕрелсе, епресе кайма пултарать. Çавăнпа та протеза та, шăла та курăк им-çамĕсем янă шăл пастипе тасатмалла. Çак шăл пастисем усăллă: «Пародонтакс», «Экстрадент», «Лесная», «Новый жемчуг 7 трав». Протез тăхăнсан хытă апат (сухари, мăйăр) çиме хушмастпăр.
— Округра пурăнакансем Шупашкара килсе тỹлевсĕр сипленме пултараççĕ-и?
— Паллах, кашнийĕшĕн хăйĕн кăмăлне каякан поликлиникăпа çыхăнма ирĕк пур. Колл-центра çак номерпе шăнкăравласа кирек епле тухтăр патне те çырăнма пултаратăр: 8(8352)26-06-06. Çавăн пекех Госуслугипе усă курса çырăнма май пур. Поликлиникăна кайнă чухне паспорт, страховой полис тата СНИЛС хучĕсене илме ан манăр.