Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çамрăксем яла юлччăр тесен…

Çамрăксем яла юлччăр тесен…

Мартăн 15-мĕшĕнче округра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Раççей Президенчĕн В.Путинăн 2023 çулта РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен кăтартусене, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тĕл пулакан чăрмавсемпе тĕллевсене тишкересси тĕп ыйтусен шутĕнче пулчĕ.

Елчĕк округĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăя Алевтина Федоровăна, округ пуçлăхне Леонард Левыя тата ытти ертỹçĕсене пĕрлештерекен ушкăн чи малтанах Курнавăш, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен коллективĕсемпе курнăçрĕ. Педагогсемпе тĕл пулнă май ертỹçĕсем тĕп темăсемпе пĕрле профориентаци ыйтăвне те çĕкленĕ. Паянхи ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен списокĕ вăрăм. Пулас профессине суйлама çамрăксене кам пулăшать? Паллах, чи малтанах педагогсем. Кунтах тĕрлĕ хулари аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан шкулсенче тăрăшакан преподавательсен, вырăнти ĕçлев службисен специалисчĕсен тỹпи пысăк. Вĕсем час-часах вырăнсене тухса аслă классемпе профориентаци урокĕсене ирттернин витĕмĕ пур — специалистсем вĕренекенсене хăйсен пуласлăх кун-çулне уçăмлатма пулăшаççех. Профориентаци ĕçне пурнăçланă чух ачасемпе анчах мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те уçă калаçусем йĕркелени усăллă пулнине палăртнă тĕл пулура. Тепĕр çивĕч ыйту — яш-кĕрĕме професси илсен ялта хăварасси. Мĕн тумалла çамрăк ялта ĕç туптăр, çемье çавăртăр тесен? Чи малтанах тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ пулмалла, пурнăçа илĕртỹллĕ тумалла, кунти условисене хуларине çывăх çĕклемелле. Ку енĕпе программăсем сахал мар ĕçлеççĕ-ха республикăра, вĕсем хăйсен ĕçĕсене йĕркелессине, çурт-йĕр çавăрассине çул уçаççĕ. Халăха «Социаллă контракт», «Ялти ипотека» программăсем те пысăк тĕрев параççĕ. Хальхи вăхăтра республикăри округсенчи больницăсенче тухтăрсем çитменни ура хуни вăрттăнлăх мар. Ку чăрмава сирес тĕллевпех ыйтăва Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми шутне кĕртнĕ. Пирĕн округри сыватмăшсенче те çитмеççĕ шур халатлă ĕçченсем. Медицина ĕçченĕсене хăйсен профессийĕпе вăй хума хавхалантарас енĕпе патшалăх программисем чылай çул ĕçлеççĕ. Медработниксене социаллă пулăшăвăн мерисемпе тивĕçтернине, тĕллевлĕ программăсемпе килĕшỹллĕн çурт-йĕр лартмашкăн е туянмашкăн тỹлевсем панине ырламалла. Наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Маларах асăннă пек, çамрăка тĕрĕс професси суйлама пулăшсан, республикăра ĕçлекен тивĕçлĕ проектсен пулăшăвĕсемпе усă курассине анлăлатсан çамрăксем тăван тăрăхра юласса шанас килет.

Çак кунах ертỹлĕх Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев килĕнче пулчĕ. Тыл ĕçченне, вăрçă ачине, педагогика ĕçĕн ветеранне 95 çул тултарнă ятпа саламланă, парнесемпе хавхалантарнă май Алевтина Федорова РФ Президенчĕн салам открыткипе чысларĕ. Леонард Левый юбиляр кăкăрĕ çине «Елчĕк районне — 95 çул» медаль çакса ячĕ, район аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Роберт Ивановича тав турĕ.

— Эсир çитĕнекен ăрăва паха пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани панипе пĕрлех спортпа туслă пулма та хăнăхтартăр. Сире хăвăра та тăхăр теçетке çултан иртсен те Спорт çуртĕнче час-час курма, самай çамрăк юлташăрсемпе теннисла вылянине асăрхама пулатчĕ. Тав Сире тивĕçлĕ ĕçĕрсемшĕн, — палăртрĕ Леонард Левый.

Салам сăмахĕсен çумне Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Юрий Блинов та хутшăнчĕ. Нумай çул районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă хастара хальхи вăхăтра вырăнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларĕ, Чăваш Республикинчи Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн Хисеп хучĕпе тата парнепе чысларĕ. Чылай çул Елчĕк шкулĕнче педагогра тăрăшнă ĕç ветеранне шкул представителĕсем те саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: ертỹçĕсем Çĕнĕ Пăва шкулĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code