Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ сфера, анчах иккĕшĕ те яваплă

Тĕрлĕ сфера, анчах иккĕшĕ те яваплă

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун администраци, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура округ пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă.

Канашлура Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Владимир Федоров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 120-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшỹллĕн мобилизациленĕ граждансен çемйисене пырса тивекен пулăшусем пирки чарăнса тăнă. Паянхи кун тĕлне округра мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнисен хисепĕ — 87, вĕсенчен ачаллă çемьесем — 34. Кашниех адреслă пулăшăва тивĕçеççĕ. 17 вĕренекен Чăваш Ен Пуçлăхĕн уйăхсеренхи стипендине çулталăк тăршшĕпе илсе тăрĕ.

Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, çемьесен кашнин социаллă паспортне йĕркеленĕ. Унта пĕтĕм кăтартупа паллашма пулать. Асăннă категорири çемьесем çумне центрти кашни специалиста çирĕплетнĕ. Малашне контракт мелĕпе службăра тăракансен çемйисен социаллă паспортне те хатĕрлеме палăртаççĕ.

Елчĕкри «Спутник-1» сахал яваплă обществăн тĕп директорĕ Юрий Амасев хăй ертсе пыракан организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра коллектив округ центрĕнчи 6 шыв башнине, 15,5 çухрăм тăршшĕ шыв пăрăхне, биологиллĕ тасату сооруженине тата 8,6 çухрăм тăршшĕ канализаци тытăмне пăхса тăрать.

Ĕçĕ вара организацин тупăнсах тăрать. Тĕпрен илсен вăл шыв пăрăхĕсене (2022 çулта — 21 тĕслĕх) тата канализаци линийĕсене (42) юсассипе çыхăннă. 2020 çултанпа Елчĕк ялĕнче уйрăм подряд организацийĕсем шыв башнисене юсассипе е çĕннисене вырнаçтарассипе тимлеççĕ.

«Спутник-1» обществăра 8 çын вăй хурать паян. Вĕсен канăçлăх пирки те шутлама çуках пулĕ, мĕншĕн тесен авари пулакан вырăнсене час-часах тухса кайма тивет. Округ центрĕнчи шыв пăрăхĕсен «ĕмĕрĕ» 60 ытла çулпа танлашать те.

Иртнĕ çул организацин тупăш пайĕ 5 миллион та 1 пин тенкĕпе, 2021 çулта 4 млн та 725 пин тенкĕпе танлашнă…

Канашлура ытти ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code