Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултарулăха тата пĕлỹлĕхе шута илсе

Пултарулăха тата пĕлỹлĕхе шута илсе

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва хутшăннисен умĕнче чи малтанах округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Николаев сăмах илчĕ, вăл Чăваш Республикинче 2023-2028 çулсенче участоксенчи суйлав комиссийĕсен йышне йĕркелессипе çыхăннă йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Владимир Арсеньевич пĕлтернĕ тăрăх, территорисенчи суйлав комиссийĕсен малтанхи йышĕн полномочийĕсем вĕçленнĕ, çавăнпа та халĕ çĕнĕ йыш йĕркелес ĕç пырать. Участоксенчи суйлав комиссийĕсен йышне кĕрекенсене тĕрлĕ политика партийĕсем, çавăн пекех общество организацийĕсем, депутатсен пухăвĕ, ĕç тата вĕренỹ коллективĕсем тăратаççĕ. Çĕнĕ йыша йĕркелесе çитерсен вăл кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлать.

Леонард Левый çĕнĕ йыша йĕркеленĕ чух кандидатсен опытне, вĕсен пĕлỹлĕхпе пултарулăхне шута илме сĕнчĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа округри ветстсанцин начальникĕ Денис Баймушкин тухса калаçрĕ. Вăл сăмахне республикăри эпизооти лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ. Денис Владимирович Çĕпĕр мурне тупса палăртнă регионсенчи лару-тăру пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Çĕпĕр мурĕн тĕслĕхĕсене республикăра чылайранпа тупса палăртман — Чăваш Ен икĕ теçетке çул ку енĕпе йĕркеллĕ регион шутланнă. Çапах та нумаях пулмасть Çĕрпỹ округĕнче чир çынна ернĕ тĕслĕхе (уйрăм хушма хуçалăхра хуçи вăкăрне пуснă вăхăтра аллине кастарса янă май чирлĕ вăкăртан ертнĕ) тупса палăртнă хыççăн çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Ятарлă отряд ĕçе пуçăннă, чир тупнă ял тавра 4 КПП йĕркеленĕ — унтан тухакан мĕн пур транспорта дезинфекцилесе кăлараççĕ. Чирлĕ выльăх пулнă хуçалăхра халĕ тата пĕр вăкăр, сурăхсем пур — вĕсене вакцинациленĕ.

Ветстанци начальникĕ Çĕпĕр чирĕн паллисем çинче чарăнса тăчĕ, унран асăрханас енĕпе пурнăçланакан ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Паянхи кун округра Çĕпĕр мурĕпе чирленĕ выльăхсене пытарнă виçĕ выльăх масарĕ пур, вĕсем Элекçей Тимеш, Хăвăлçырма, Энтепе ялĕсен çывăхĕнче вырнаçнă.

Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО начальникĕ Александр Нягин хăй ертсе пыракан пĕрлĕх туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. «Стройэнергосервис» ООО паянхи кун коммуналлă хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлать, центрти 2 çурта хутса ăшăтассипе тата коммуналлă хуçалăхсенче пуçтарăнакан хытă каяшсене турттарассипе ĕçлет. Çав вăхăтрах юсавпа строительство ĕçĕсене те пурнăçлать. Александр Владимирович пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсем пирки сăн ỹкерчĕксемпе усă курса тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Канашлура иртнĕ эрнере округра йĕркеленĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç, çивĕч ыйтусене те (çул-йĕре кирлĕ шайра тытса тăрасси, шăтăк-путăксене юсасси, ака ĕçĕсене тивĕçлĕ ирттерсе ярасси тата ытти те) тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code