Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Таврапĕлỹçĕсем пĕрле пуçтарăннă

Таврапĕлỹçĕсем пĕрле пуçтарăннă

Кашни çулах Шупашкар хулинче регионсем хушшинче чăваш таврапĕлỹçисен форумĕ иртет. Кăçал ăна мартăн 25-мĕшĕнче наци библиотекинче йĕркеленĕ.

Форума Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Унта Тутар тата Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те хăнасем килсе çитнĕ. Форумра тĕрлĕрен ыйтусене пăхса тухнă: чăваш халăх культурине сыхласа хăварасси, И.Я.Яковлевăн ĕçĕсене архивсенче, музейсенче, вулавăшсенче тĕплĕн пăхса тухасси, вăл çырнă ĕçсемпе паллашасси, Чăваш Енре краеведенипе туризм ĕçне аталантарасси.

Форума республикăри кашни районтан харсăр таврапĕлỹçĕсем килнĕ. Пирĕн районтан Кушкăри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анна Ильинична Портнова хутшăннă. Вăл унта » Иван Яковлев тата унăн вĕренекенĕсен сумлă та пархатарлă ĕçĕсем» темăпа тухса калаçнă. Уяв вĕçĕнче чи пултаруллисене Тав çырăвĕсем парса чысланă. Çак хисепе Анна Ильинична та тивĕçнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code