Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕре ыйтнипе

Чун-чĕре ыйтнипе

«Ылтăн алăллă» теççĕ ун пек çынсем пирки халăхра. Аллисенче ĕç вĕресе тăрать вĕсен, мĕн пур ĕçе тĕплĕн, çăмăллăн тума пултараççĕ. Хăвăлçырмара пурăнакан Станислав Чернов пирки сăмахăм. Ырă чунлă, теприне яланах пулăшма тăрăшакан çын вăл.

Серафим Степановичпа Нина Егоровна Черновсен 4 ачаллă çемйинче 1951 çулта кун çути курнă Станислав. Ачасенчен кĕçĕнни пулнă май тĕп килте пурăнма юлнă. Хăвăлçырмари, Аслă Таяпари шкулсенче пĕлỹ илнĕ вăл, 1967-1971 çулсенче хĕсметре службăра тăнă. Служба вĕçленсен çамрăк Шупашкарти пир-авăр техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла техник-строитель профессине илсен пĕр хушă Комсомольски ялĕнчи СМУра аслă инженер-строительте вăй хунă. Каярах тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ хăйне: электрик, учетчик, заправщик, сортировщик. Халăх ырă кăмăлĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн хисепленĕ çамрăка. Хăвăлçырма тата Кỹлпуç ялĕсенче тĕрлĕ объект унăн пуçарăвĕпе тата вăл хутшăннипе çĕкленнĕ: пилорама, вĕрентекенсем валли общежити, лавкка, столовăй, пăру вити… Вăлах тырă сортлакан машинăсене, автовиçене, шыв пăрăхĕсене тата ытти чылай хатĕре юсаса тăрать. Вырма вăхăтĕнче сортлакан машина çумĕнче çĕр каçни пĕрре анчах мар пулнă. Ялта çăм тапакан машина пурччĕ — ăна та вăхăтлă юсаса тăрассине хăй çине илнĕччĕ арçын. Телефон е радио ĕçлемест — каллех Станислав патне пырать ял çынни. Чиркĕве юсас ĕçе те хастар хутшăнчĕ. Килĕнчи ĕçне пăрахсах тăрăшать. Укçалла пулăшмасть, тав сăмахĕлле, чун-чĕре хушнипе.

Станислав Чернов пуçарăвĕпех юхăннă фермăри кирпĕчсене пуçтарса ялти пĕр урамра çул сарчĕ халăх. Вăл ертсе пынипех çирĕп кĕпер хыврĕç. Юсав материалĕсене каллех юхăннă ферма таврашĕнчен пуçтарчĕç. Халĕ çирĕп кĕпер урлă йывăр тиевлĕ автомашинăсем те каçса çỹреççĕ. Пуçарулăхне кура арçынна колхозра темиçе хут та профком, ревкомисси председательне суйларĕç.

Станислав 1980 çулта пĕр ял хĕрĕпе Зинаида Чугуновăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă та килĕшỹре пурăнакан çемьере 5 ывăл ỹссе çитĕннĕ, вĕсем салтака юрăхлă пулнă. Зинаида Николаевна шкул пĕтерсен Шупашкарти кулинари техникумĕнче вĕреннĕ хыççăн 3 çул тĕп хулари 17-мĕш номерлĕ столовăйĕнче поварта тăрăшнă. Çемьеленсе яла таврăнсан пĕр хушă Хăвăлçырма ялĕнчи шкул столовăйĕнче поварта вăй хунă. Унтан фермăра дояркăра, пăру пăхаканра ĕçленĕ. Ĕçе тĕплĕн тунипе палăрса тăнă, ĕçченсен хушшинче йĕркелекен ăмăртусенче пĕрре анчах мар мала тухнă, унăн ячĕпе Ĕç Мухтавĕн ялавне те çĕкленĕ.

Черновсен çурчĕ çырма хĕрринче ларать. Пĕрлехи вăйпа икĕ хутлă тума пултарчĕç ăна. Çырма хĕррине сахал мар йывăç-тĕм лартнă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ хальхи вăхăтра аслă ывăлĕпе — Сергейпе пурăнаççĕ. Иккĕмĕш ушкăнри инвалид вăл. Апла пулсан та пушă лармасть, яланах ĕçлĕ. Ашшĕ пекех «ылтăн алăллăскер» радио, телевизор, антенна, телефон, тĕрлĕ техника юсама маçтăр. Ялти клубра ĕçлекенсене те пулăшу аллине тăсать — кунти аппаратурăна юсать, уявсенче вĕсене вырнаçтарса лартма пулăшать. Ытти ывăлĕсем хулара пурăнаççĕ. Хваттерлĕ, çемьеллĕ вĕсем. Кинĕсем те хăйсем пекех тарават та ĕçчен.

Черновсене ялта сăпайлă та ырă чунлă, ĕçчен пулнăшăн хисеплеççĕ.

Исония ВОЛКОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Черновсен туслă çемйи ачисем çамрăк чухне.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code