Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Хаçат сумĕ чакмасть

Çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе усă курасси куллен вăйланса пырать пулин те, периодика изданийĕсен пĕлтерĕшĕпе сумĕ те чакмасть.

Хаçат-журнал уйрăмах ялсенче пурăнакансемшĕн питĕ çывăх. Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ мониторингран та курăнать çакă. «Елчĕк ен» хаçата 2023 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнса илнин кăтартăвне тишкерсен, округри 1000 çын пуçне 459 экземпляр тивĕçет. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенчи Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай округĕсен 390 тата 336. Чи пĕчĕк кăтарту Шупашкар округĕн: 100 экземпляр.

Çурт-йĕре лайăхлатма

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый савăнăçлă лару-тăрура округри виçĕ çемьене пĕр хутчен укçан парăнакан Свидетельствисене панă.

Асăннă тỹлеве Чăваш Ен территорийĕнче яланлăх пурăнакан, çурт-йĕре лайăхлатас тĕлĕшпе учетра тăракан çемьесем тивĕçеççĕ.

Лащана тасатнă

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта ачасене экологи воспитанийĕ парассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Раççей шывĕ» акцие хутшăнса 6-мĕш класра вĕренекенсем Лаща юхан шывĕ хĕррине çỹп-çапран тасатнă.

— Çулсерен тирпейлетпĕр эпир ку вырăна, мĕншĕн тесен вăл пĕрмаях тасамарлăхпа тулать, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет биологи учителĕ Ираида Павлова. — Çынсем кунашкал проблемăна ăс-тăна хывма хăнăхман-ха.

8-9-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем вара вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк таврашне тирпейленĕ.

Редакцирен: округри пĕтĕм учреждени-организаци, уйрăм кил-хуçалăх тытакансем хăйсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе субботниксем ирттермелле.

Акăлчан чĕлхипе

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен кафедри акăлчан чĕлхипе çыру ĕçĕсен конкурсне ирттернĕ.

Унта республикăри шкул ачисем çеç мар, лицейсемпе гимназисенче тата колледжсенче вĕренекенсем те кăтартнă хăйсен пĕлĕвне. Палăртма кăмăллă: ăс-хакăл ĕçĕнче Курнавăшри вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Кристина Светопольская (ертỹçи Елена Светопольская) 2-мĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code