Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекесене хакларĕç

Кĕнекесене хакларĕç

Республикăри «Литературăллă Чăваш Ен: 2022 çулхи чи вуланакан кĕнеке» конкурс пырать.

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакансем кĕнеке вулама юратни вулавăша час-час халăх кĕрсе тухнинчен паллă. Çак кунсенче кунта кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр, унта конкурса хутшăнакан хайлавсене тăратрăмăр. Мероприятин тĕп тĕллевĕ çавăн пекех чăваш кĕнекисене халăх патне çитересси, чăваш литературинчи пултаруллă çыравçăсен хайлавĕсемпе паллаштарсах тăрасси.

Хаклава хутшăннисем Э.Кузнецован «Сăрьен ачи», В.Савельеван «Юлашки Мăнкун», Е.Нарпин «Телей патне пин çухрăм», А.Димитриеван «Кая юлнă каçару сăмахĕ», М.Карягинан «Вăхăт тараси» кĕнекисемпе кăмăлласах паллашрĕç. Мероприятие Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах та хутшăнчĕ. Вăл вулакансене «Юлашки Мăнкун» кĕнекене кĕртнĕ Анатолий Сорокин протоиерей пирки çырнă аса илỹ-сене тишкерме пулăшрĕ, пачăшкăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

— Анатолий аттен çутă сăнарĕ, унăн ырă ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлĕç, — çапла палăртрĕ Силуан Атте калаçăвне вĕçленĕ май.

Кăмăла кайнă кĕнекесене ял халăхĕ вулама суйласа илчĕ.

Эльвира МИХЕЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: кĕнекесен хаклавне хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code