Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕнỹсем килĕшỹре çуралаççĕ

Çитĕнỹсем килĕшỹре çуралаççĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă туни. Майлă самантпа усă курса ертỹçĕ муниципалитет службин ĕçченĕсене пĕрле килĕшỹре ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каланă май çапла палăртрĕ:

— Эсир шаннă тивĕçе пĕлсе пурнăçланăран, халăх шухăшне тарăннăн ăнланнăран тата унпа тачă çыхăнура пулса пысăк ĕçсене пурнăçланăран çитĕнỹсем пулаççĕ, халăхăн пурнăç шайĕ ỹсет, районăн социаллă пурнăçĕпе экономики те малаллах аталанса пырать.

Муниципалитет службин ветеранĕсене, халь тăрăшакансене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Пуçтарăннисен умĕнче район округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина сăмах илчĕ. Вăл ЗАГС пайĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Кăçалхи 3 уйăхра ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 83 тĕрлĕ акт çырнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 131). Çав шутран ача çурални çинчен — 11 (7 арçын ача та 4 хĕр ача), çын пурнăçран уйрăлни пирки — 66. Çак тапхăрта 1 мăшăр анчах çемье çавăрнă, 5-шĕ уйрăлма ĕлкĕрнĕ. Шел пулин те, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсенче пĕр ача та çут тĕнчене килмен.

Канашлура Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине тивĕçлĕ кĕтсе илес, уява асра юлмалла паллă тăвас ыйтусене те хускатрĕç. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ — çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăваракан уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ỹссех пырать. Паянхи кун округра 1 вăрçă инваличĕ — Илья Степанович Волков (Чăваш Тăрăмĕ) пурăнать. Вăл кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче 102 çул тултарать. Çавăн пекех вăрçă участникĕн 23 тăлăх арăмĕ, 170 тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ.

Çулсеренех районта патриотла акцисене йышлăн ирттереççĕ. Çак кунсенче «Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче — хуралта» акцисем старт илчĕç. Шкулсенче, вулавăшсенче, культура çурчĕсенче Аслă Çĕнтерĕве халалланă куравсем, тематика каçĕсем, хăюлăх урокĕсем иртеççĕ, вĕсем çĕршыва юратма тата унăн пысăк паттăрлăхĕпе никама пăхăнманлăхне хаклама пулăшаççĕ. Канашлура ака ĕçĕсем мĕнле пынине тишкерчĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code