Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăюллă, çирĕп кăмăллă

Хăюллă, çирĕп кăмăллă

Пирĕн çĕршывра пушар хуралĕн историйĕ 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче пуçланни паллă. Шăп çав кун Алексей Михайлович Романов патша тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă икĕ документа йышăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Борис Ельцин Хушăвĕпе апрелĕн 30-мĕшне Пушар хуралĕн кунĕ тесе палăртнă.

Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçне хальхи вăхăтра Василий Григорьев ертсе пырать. Кунта пурĕ 19 çын тăрăшать. Сотрудниксем пурте шаннă тивĕçе пĕлсе пурнăçлаççĕ, йывăрлăхран хăраман хăюллă та çирĕп кăмăллă, паттăр çынсем вĕсем.

— Майлă самантпа усă курса мĕн пур сотрудника тата тивĕçлĕ канури ветерансене уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, — палăртать Василий Григорьев ертỹçĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: пушарнăйсен коллективĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code