Суббота, 9 декабря, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хыпарсăр çухалнă аттем

Хыпарсăр çухалнă аттем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çарпа тыл пĕрлĕхĕ çирĕп те вăйлă пулнăран тăшмана çапса аркатма пултарнă. Тăватă çула яхăн тăсăлнă вăрçа хутшăннисенчен паян округра пĕр çын çеç тăрса юлнă, салтак арăмĕсемпе тыл ветеранĕсем те нумаййăн мар.

Округ хаçачĕн 2014 çулхи пĕр номерĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Клавдия Волкован «Вилтăприйĕ çинче пулса курасчĕ» статйи тухнăччĕ. Унта вăл хыпарсăр çухалнă ашшĕн вил тăприне вăрçă чарăннă хыççăн 70 çул иртсен мăнукĕсем шыраса тупни çинчен çырнăччĕ.

Эпĕ архивсен докуменчĕсем çине таянса К.Волкован статйинчи шухăша малалла тăсасшăн.

Клавдиян ашшĕпе амăшĕ — Емельян Васильевичпа Мария Леонтьевна Мешковсем — вăрçă тухиччен 14 çул пĕрле пурăнса юлнă. Çак хушăра тăватă ача çуратса кун çути парнелеме ĕлкĕрнĕ. 1942 çулхи майăн 21-мĕшĕнче Емельяна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Тепĕр çулхине, февралĕн 2-мĕшĕнче, вăл вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен çыру килнĕ. Çак кунах Мария тата тепĕр ача çуратнă…

2014 çулта Емельян Мешковăн Шупашкарта пурăнакан мăнукĕ Борис вăрçăпа çыхăннă документсене тĕпчеме тытăннă. Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинчен вăл кукашшĕ çинчен кĕске информаци илет: «Мешков Емельян Васильевич, 1904 çулта çуралнă, 1942 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче пĕр çапăçура вилнĕ, Орел облаçĕнчи Мызино ялĕнче пытарнă».

Çакăн пирки Борис тăванĕсене пĕлтернĕ. Ун хыççăн шырава кин — Мария Катина пуçăннă, Интернетпа усă курса çар архивĕсенчи документсемпе паллашма май килнĕ. Вĕсенче те Смоленск облаçĕнчи Мызино масарĕнче пытарни паллă. Ялĕ ăçта вырнаçнине шырать — тупаймасть.

Ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнăскер, Мария кукашшĕн кун-çулне çĕнĕрен тĕпчессинчен пуçлать. Салтак тумне тăхăнсан Е.Мешков Мари Республикинчи Суслонгерти чукун çул станцийĕ çывăхĕнче боецсен кĕске курсне пĕтернĕ. Унтах çĕнĕрен йĕркеленекен 154-мĕш стрелковăй дивизин 473-мĕш стрелковăй полкне лекнĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи республикăсенче пурăнакан хресченсенчен чăмăртанă дивизи часах Хĕвел анăç фронтĕнчи 3-мĕш танк армийĕн йышĕпе тăшмана хирĕç çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен Смоленск облаçĕнчи Козельск районĕнчи Мызино, Хлопов, Сметные Выселки ялĕсен çывăхĕсенче тата Калинин вăрманĕсенче иртнĕ çапăçусене хутшăннă, пирĕн çарсем пысăк çухату тỹснĕ: 1249 çар çынни ĕмĕрлĕхех выртса юлнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш те. Çакăн хыççăн 154-мĕш дивизине канма илсе тухнă. Çĕнĕ техника, хĕç-пăшал парса, çамрăк салтаксем хушса çĕнетнĕ халĕ ĕнтĕ стрелоксен 47-мĕш гварди дивизине урăх вырăна куçарнă.

1944 çулта Смоленск тата Орел облаçĕсен шучĕпе Калуга облаçĕ йĕркеленĕ. Мызино тата унпа юнашарти темиçе ял çĕнĕ облаçăн Ульяновск районне кĕнĕ.

1950 çул хыççăн Мызино ялĕнче сахал йышпа пытарнă хĕрлĕ армеецсен ỹчĕсене çав районти Озерно ятлă ял варринчи тăванла масара куçарса пытарнă. Çак масар унта пытарнисен шучĕпе Ульяновск районĕнче 4-мĕш шутланать. Асăну плитисем çине 2740 çын çырăннă. Яла пырса кĕнĕ вырăнта, çул хĕрринче тата тепĕр масар пур. Унта 1941-1943 çулсенче çак ял çывăхĕнчи çапăçусенче пуçĕсене хунисене пытарнă. Вĕсен шучĕ паллă мар. Е.Мешков ячĕ те çырăнман.

Шырав ĕçĕнче мăнуксемпе кинсем 2020 çулччен тăрăшнă. Вара эпĕ те кỹлĕнтĕм çак ĕçе. Пирваях Раççей Оборона министерствин Тĕп архивне çыру çыртăм. Кăштахран хурав килчĕ. Унтан, шел, атте пирки çĕнĕ информаци пулмарĕ. Сăн ỹкерчĕк те çук тенĕ, мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсенче рядовой тата сержантсен тĕлĕшĕпе ĕç хучĕсем çырман. Пире Калуга облаçĕн çар комиссариачĕпе çыхăнма сĕннĕ.

Çыртăм Калугăна. Анчах каллех эпир малтан пĕлниех. Çар комиссарĕ вара Озерно ялĕ кĕнĕ Заречье ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне хăй çырнă: Е.В.Мешков хушаматне тăванла масарти мемориал плити çине çырма тата облаçăн Асăну кĕнекине кĕртме. Мана ял пуçлăхĕпе çыхăнма сĕнчĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Владимир МЕШКОВ.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code