Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшу кỹрет

Патшалăх пулăшу кỹрет

Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче республикăн агропромышленность комплексĕнче 11 миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 30,9 процент ытларах.

3 уйăхра апат-çимĕç продукцине 10,5 процент, напиток 14,6 процент нумайрах хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче тавар туса илесси 0,8 процент чакнă. «Ака уйăхĕнче кайăк-кĕшĕк ашне туса илесси ỹсрĕ, çавна май индекс та пысăкланчĕ. Темĕнле пулсан та кăтартăва пĕчĕклетме юрамасть. Çак тытăмра вăй хуракансен патшалăхăн 70 ытла пулăшăвĕпе усă курма май пур», -тесе палăртнă ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code