Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чун-хавала çĕклекен

Чун-хавала çĕклекен

Эстрада юрăçисен пултарулăхне сăнатăн та, калаçтараканни сахал мар тупăнать. Сцена çине çурма çара тухакан, «çурăк чан» сассипе юрлакан, хăй çине темĕн те пĕр çакакан, тĕлли-паллисĕр хуçкаланакан, хура куçлăх е маска тăхăнакан… Кусене те хăнăхрăмăр пулĕ. Анчах та сцена çинчи «тасамарлăх» куракана чылай чухне тарăхтарать мар-и?

Палăртнă танлаштарусенчен Алексей Шадриков аякра тăрать. Юрăçăн чăваш эстрадинче хăйĕн вырăнĕ. Асăрханă-тăр, сцена çине вăл васкамасăр, кашни утăмне тĕплĕ шухăшласа тунăн тухать. Юрланă вăхăтра та хăшĕ-пĕрин пек унталла-кунталла чупса çỹремесĕр, аллисемпе сулкалашмасăр, кĕлеткипе хăлаçланмасăр тымар янăн пĕр вырăнта тăп тăрать. Унăн кашни сăпайлă хусканăвĕнче хăй патне кăчăк туртакан илем пур. Сасси те унăн тикĕс те уççăн янăрать.

Сцена çине пуçласа пилĕк çул тултарсан тухнă вăл. Округри культура керменĕнче иртнĕ «Янра, хуткупăс» конкурсра юрă кĕввисене шăрантарнине халĕ те астăватăп. Юрласси вара юн урлă куçнă пулмалла — мăн аслашшĕ ялти пĕрремĕш купăсçă тата пĕрремĕш тракторист пулнă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне Алексей Таяпа Энтринчен Елчĕкри искусство шкулне çỹренĕ. Ỹсерехпе округ центрĕнчи çамрăксен «Провинци» ансамбльне йышăннă ăна. Темиçе музыка инструменчĕпе калама вĕреннĕ…

Паянхи Алексей Шадриков — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пысăк сцена çинче 20 çул ытла ĕнтĕ. Вунă диск авторĕ. Юрăçа Валерий Раштав, Вăрăм Палюк сăввисем ытларах çывăх. Юхма Мишши, Галина Кĕмĕл, Юрий Леванов хайлавĕсенчи сăнарлăх та чунне тыткăнлать. Композиторсенчен Сергей Марковпа, Юрий Кашкăрпа, Типшĕм Сашукпа ĕçлеме кăмăллать. Пĕчĕккĕн хăйĕн юрри-кĕввине те калăплать.

— Алексей, эсĕ республика тулашне нумай тухса çỹретĕн. Тутарстанри тата Пушкăрстанри чăвашсем çеç мар, чылай аякри — Тюмень, Норильск, Камчатка тăрăхĕсенчисем те чăваш артисчĕсене курасшăн тата итлесшĕн. Концертсене камсем пыраççĕ? Мĕнле йышăнаççĕ?

— Ытларах чухне хамăр патăмăрти пекех йышăнаççĕ. Çапах та тулайра наци костюмĕпе тухма тăрăшмалла, унсăрăн кỹренекенсем те тупăнаççĕ. Кирлĕ пулсан сана куçран калама хатĕр. Концертсенче Чăваш Енрен тухса кайнисене кăна мар, вĕсен ачисемпе мăнукĕсене те куратăн. 2-3-мĕш ăрурисем чăваш историйĕпе культурине пĕлме, тăван чĕлхене вĕренме ăнтăлни сисĕнет. Çавна май эпир инçе çула вĕренỹпе меслетлĕх пособийĕсем те, илемлĕ литература та илсе каятпăр.

— Пирĕн регионта миçе юрăç?

— Виççĕр ытла та пулĕ. Кунта ĕнтĕ паллăраххисем те, эстрадăра малтанхи утăмсем тăвакансем те. Пирĕн Елчĕк тăрăхĕпе илсен те 30 яхăн та.

Пĕлетпĕр, эсĕ ваттисен çурчĕсенче пурăнакансене, чирлĕ ачасене пулăшас тĕллевпе уйрăм концертсене хутшăннă, хăв та йĕркеленĕ. Çар чаçĕсенче те хапăл сана. Иртнĕ çул вара чăваш юрăçисенчен чи малтан ушкăнпа Донбаса çитсе килтĕр.

Çапла, иртнĕ çулхи июль уйăхĕнче пултăмăр унта. Хамăр патăмăрта маларах ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕччĕ-ха, халĕ кайса килмех шутларăмăр. Пиллĕкĕн: Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана, Мария Гущина тата эпĕ.

Эпир салтаксемпе тĕл пулас, вĕсене кăштах та пулин хавхалантарас тĕллевпех кайнăччĕ, анчах хăрушсăрлăх ыйтăвне мала хунă май пире «шалалла» кĕме ирĕк памарĕç. Апла пулин те, халăх валли 5 кунра пилĕк концерт лартрăмăр — Дебальцево, Макеевка, Торез, Комсомольское, Донецк хулисенче ăшшăн кĕтсе илчĕç пире. Пĕрле тухса юрларĕç те, ташларĕç те.

«Сирĕнпе пĕрле савăнтăмăр. Эпир кулма та маннăччĕ», — чунĕсене уçрĕç вĕсем.

— Чăвашла та юрларăр-и?

— 30-35 процент темелле. Халăх апла та питĕ хапăл пулчĕ. Куççуль кăлармасăр пăхса ларакан та пулмарĕ-тĕр.

Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче Донбасри халăхăн чун-хавалне çĕклес тĕлĕшпе тỹпе хывнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшỹллĕн артистсене Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. Ентешсем унта гуманитари пулăшăвĕ те илсе çитернĕ…

А.Шадриков И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Мечта» санаторийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрăшать.

— Çулсем иртеççĕ, тĕпленсе ĕçлесех пулать, — кулкаласа сăмахлать Алексей Валерьевич. — Юрă-кĕвĕрен вара уйрăлас çук, май пур таран халăх умне тухсах тăрăпăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code