Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăх телейлĕ пултăр

Ачалăх телейлĕ пултăр

Ачалăх мĕнле пулнинчен çыннăн пуласлăхĕ нумай килет. Вăл телейлĕ пултăр тесен мĕн тумалла? Чи малтанах ача-пăчана тивĕçлĕ ỹсме, тарăн пĕлỹ илме, пултарулăхне туптама, спорт тата ытти енĕпе аталанма хăтлă майсем туса памалла. Ку енĕпе Чăваш Ен Правительстви сахал мар ĕç тăвать: çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем тăвасси, нумай ачаллă çемьесене тĕрев парасси, ачасене шкулта паха вĕри апат çитересси, вĕсен канăвне йĕркелесси… тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Кăçал республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкне ирттерме палăртни те аслисем кĕçĕннисем патне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртать. Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă округри мероприятисем анлă пулчĕç. Çак кун «Взрослые — детям» ыр кăмăллăх акцийĕ старт илчĕ. Вăл «Ачалăхшăн, ачлахăх ячĕпе» марафонăн пайĕ шутланать. Акци вăхăтĕнче пуçатрăннă укçа тенке кăçал Елчĕкри искусство шкулĕнче сцена костюмĕсем илме тата кунти сĕтел-пукана çĕнетме усă курĕç. Çак кунах эстрада юррисене кăмăллакан ачасен районти «Звездная фиеста» фестивалĕ иртрĕ. Çак кунах Çĕнĕ Пăва ялĕнче хута кайнă ача-пăча площадкине уçрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code