Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Евлалия Васильева агрономăн пурнăç уйĕ

Евлалия Васильева агрономăн пурнăç уйĕ

Унăн ячĕ Чăваш Енри аграрисен кун-çул кĕнекине ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Социализмла Ĕç Геройĕ, РСФСР, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, 1950-1963 çулсенче пирĕн округри «Победа» колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ Евлалия Ивановна Васильева хăйĕн мăшăрĕпе Василий Васильевич Зайцевпа пĕрле республикăри ял хуçалăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнă. Пурăннă пулсан 2023 çулхи августăн 30-мĕшĕнче вăл 100 çул тултармаллаччĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Енри АПК ветеранĕсен канашĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе ытларикун Шупашкарти Чăваш патшалăх аграри университетĕнче Ĕç Паттăрне халалласа йĕркеленĕ анлă мероприяти иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аграри, çут çанталăк тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Алексей Шурчанов, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, РСФСР Верховнăй Совечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă Валентин Агафонов, АПК ветеранĕсен республикăри канашĕн председателĕ Александр Самылкин, АПК ветеранĕсен хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков, аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, Ял хуçалăх министерствин ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Лидия Семенова, Евлалия Васильеван ывăлĕ — Владимир Зайцев тата унăн çемйинчи ытти çывăх çынсем, республикăри муниципаллă округсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе продукцие хатĕрлекен промышленноçри предприятисен ертỹçисем, АПК ветеранĕсем, аграри университечĕн преподавателĕсемпе студентсем хутшăнчĕç. Елчĕк муниципалитет округĕн делегацине (çак йышра Елчĕк шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсем те пулчĕç) муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонад Левый ертсе пычĕ.

…Кашни тапхăр хăйĕн сумлă çыннисемпе паллă, вĕсен ячĕсем йĕрсĕр çухалмаççех. Евлалия Васильева та шăпах çак йышра. Çĕр ĕçне пуçĕпех парăннă çак хĕрарăм ахаль агрономран пуçласа республикăри ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ (министр çумĕ пулса 15 çул ĕçленĕ) таран ỹсме пултарнă. 1945 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренсе тухнă хыççăнах СССР Госпланăн республикăри уполномоченнăйĕнче вăй хунă. 1950 çулта Ленин орденĕн кавалерĕ тата Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ Василий Зайцев ертсе пыракан Елчĕк районĕнчи паллă колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăл кунта тĕп агрономра ĕçленĕ çулсенче çĕр ĕç культурине, тыр-пул тухăçне ỹстерес, производствăра малта пыракан хуçалăхсен ĕçри пысăк ăсталăхĕпе тата наука çитĕнĕвĕсемпе усă курас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

Евлалия Васильева ертсе пынипе вырăнти условисенче меллĕ пусă çаврăнăшне хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ, тăпра пулăхне тата акăнакан культурăсен уйрăмлăхĕсене кура удобренисемпе усă курассине, вăрлăх туса илессине ăнăçлă йĕркелесе пынă. Çакна кура тыр-пул тухăçĕ çулсерен ỹссе пынă.

Евлалия Ивановна общество ĕçĕнче те пысăк хастарлăхпа палăрнă: КПСС Чăваш обкомĕн членĕ, СССР улттăмĕш суйлаври Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă.

Тухса калаçакансем — кам ăна лайăх пĕлнĕ, палланă — пурте унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланине палăртрĕç. Паллах, çамрăксем те çакна ăса хывасса шанмалăх пур. Мĕншĕн тесен пысăк залра пухăннă çурри ытла çамрăк — пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсен умĕнче АПК ветеранĕсем, ытти яваплă должноçсенчи çынсем тухса калаçни питех те вырăнлă пулнăн туйăнчĕ. Елчĕк çĕрĕ çинче ĕçленĕ хисеплĕ Евлалия Васильева çинчен аса илнĕ май Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăйне сăмах панипе усă курса: «Пирĕн округри 3 çын Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. 9 çын — Социализмла Ĕç Геройĕ. Вĕсенчен 8-шĕ Василий Зайцев ертсе пынă Совет Союзĕпе паллă «Победа» хуçалăхран. Вĕсем Елчĕк тăрăхĕн кун-çулĕн историйĕнче ĕмĕрлĕх уйрăм страницăра çырăнса юлĕç», — тесе уйрăммăн палăртни те çамрăксене иртнине астуса тăма, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме хистекен чĕнỹ пекех пулчĕ.

…Иртнĕ кунсенче çĕр тухтăрне, ĕç паттăрне — Евлалия Васильевăна халалланă мероприятисем Елчĕкри тĕп библиотекăра, Аслă Пăла Тимеш ял библиотекинче те пулса иртнĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code