Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Суту-илỹре тимлĕх кирлĕ

Суту-илỹре тимлĕх кирлĕ

Юлашки вăхăтра çынсем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне улталанни, телефон урлă ют çынсемпе калаçса вĕсене банк карттисен вăрттăн кодне е ытти информацие пĕлтернипе укçи-тенкине çухатни, преступниксенчен асăрханмалли пирки час-час çыратпăр пулсан та, çынсем ют тĕслĕхе ăса илмесĕр çав-çавах улталанаççĕ.

Ултавçăсен мелĕсем пирки эпир тăтăшах пĕлтерсе тăратпăр. Банк карточкине блокировка туса пĕлтерни, çывăх çын авари туса е наркотик сутса полицие лекнĕ тесе хăратни, шăнкăравласа курьера яма е çула май унăн телефонĕ çине укçа-тенкĕ хума ыйтни тата ытти те. Интернетри суту-илỹпе çыхăннă сайтсенче инкек тỹсекенсем те сахал мар. Уйрăмах хваттер е ытти хаклă япала сутнă, туяннă чух улталанаççĕ.

Ултавçă аллине лекесрен асăрханса мĕн пĕлмелле? Палламан çынсен электрон счечĕсем çине укçа ан куçарăр, вылява хутшăнмасăрах пысăк парне çĕнсе илнине ан ĕненĕр, банк карттин номерне, реквизичĕсене, ытти кăтартусене ют çынна ан парăр. Шанчăксăр сайтсем урлă билетсем, путевкăсем туянасран та асăрханăр.

Ансат мелсене пăхăнни ултав серепине лекесрен упрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code