Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр çемьери пек

Пĕр çемьери пек

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен е стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра 20 çын канлĕх тупнă.

Пурнăçа пĕлме çук, темĕн те сиксе тухма пултарать. Хăш-пĕр ватă çынна чăннипех те никам пăхса тăракан çуккипе илсе килнĕ кунта, ачисем вырнаçтарнисем те пур. Эпĕ те, маларах пĕчченлĕхре пулнăскер, чылай çул ĕнтĕ «пропискăра». Питĕ килĕшет иккĕмĕш килте — пĕр ỹпкевлĕх те çук.

Епле пултăр! Условисем çителĕклĕ. Куллен тăватă хутчен апат çитереççĕ, кашни эрнере мунча кĕртеççĕ, кĕпе-тумтир те тап-таса. Вулама юратаканшăн библиотека алăкĕ яланах уçă, кашни пỹлĕмре тенĕ пекех телевизор пур. Шашка-шахмат турнирĕсене хутшăнма пултаратăн. Уявсенче ялти вăтам шкул коллективĕ саламлать пире. Апла пулин те хамăр та ялан куракансен йышĕнче мар — Владимир Генералов баянист пуртан концертсем те йĕркелетпĕр.

Пирĕн, ватăсен, чир-чĕрĕ «тупăнсах» тăрать те, васкавлă медицина пулăшăвне те чĕнсе илме тивет. Уйрăм заведующийĕ Антонина Осипова хăйĕн автомашинипе те Елчĕкри тĕп больницăна час-часах илсе каять. Шупашкарах каймалла пулсан халăха социаллă пулăшу паракан центрăн водителĕпе Валерий Соколовпа çула тухатпăр. Пĕринче юлташăмăр тăрук чирлесе ỹксен округри больницăна ăсатрĕç. Тăванĕсене ăна пырса курма темĕн сăлтавĕ «чăрмантарнă» — калаймастăп, пирĕн социаллă ĕçченсем вара кайса килсех тăраççĕ.

Уйрăмра пире пур енлĕн пулăшу паракансем — Татьяна Краснова, Ирина Кувшина, Антонина Ефимова, Галина Чернова çурта, территорие тирпей-илем кĕртес, пахча çимĕç лартса ỹстерес, хитре чечексем çитĕнтерес тĕлĕшпе те маттур. Çакна та палăртмалла: коллектив çулсеренех кану вырăнĕсем йĕркелес, хăтлăх ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ирттерекен округри конкурса та активлă хутшăнать. Сергей Осиповпа Виталий Павлов хуралçă-слесарьсем инвентарьсемпе оборудование тĕрĕс-тĕкел пăхса тăраççĕ.

Паллах, пирĕн те ахаль ларас килместех. Çỹреме пултаракансем вăй çитнĕ таран тĕрлĕ ĕçе хутшăнатпăр. Анатолий Савинов, Владимир Генералов, Игорь Самарин, Сергей Малов уйрăмах хастар.

Уйрăмри хăтлăх, йĕркелĕх пĕтĕмпех унăн ертỹçи — Антонина Осипова пĕлсе ертсе пынинчен килет. Эпир куллен курса тăратпăр-ха та, епле пуçаруллă, тăрăшуллă вăл. Алли те çыпăçуллă тата: коридорти стендсен авторĕ йăлтах вăл!

Пĕлтĕр Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр пулăшнипе 32 чỹрече улăштарнă. Кăçал çĕнĕ мунча тума, çурт çи виттине улăштарма палăртнă.

Иртнĕ çул пирĕн патăмăрта Чăваш Республикин социаллă хỹтлĕх министерстви канашлу ирттерчĕ. Алена Елизарова министр округсенчен килнĕ стационар уйрăмĕн заведующийĕсемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсен директорĕсене Елчĕксенчен вĕренмеллине палăртнă. Çакăншăн эпир, уйрăмра ватлăха малалла тăсакансем те, мухтанатпăр.

Çывăх кунсенче — социаллă ĕçченсен уявĕ. Эпир пирĕншĕн ырми-канми тăрăшакансене ăнланулăхшăн, çепĕçлĕхшĕн тав тăватпăр, малашне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей тата чăтăмлăх сунатпăр.

Илья КОРНИЛОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: социаллă ĕçченсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code