Вторник, 3 октября, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх пуçаруллă пулнăран

Халăх пуçаруллă пулнăран

Тăрăм территори пайĕнче вырăнти пуçару çине таянса çулсерен курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Масар территорисене тасатас, картисене çĕнетес, вăхăтлăх çуртсем тăвас, урамсенчи çулсене юсас тĕлĕшпе ялсенче сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Пĕтĕмпех палăртса та пĕтереймĕн. Халăх хастар пулнăран, ăнланулăх вăйĕ çирĕпленнĕрен курăмлă ĕçсене пурнăçа кĕртме майлă та. Паллах, пире ялсенчи чи пултаруллă çынсем — старостăсем нумай пулăшу кỹреççĕ. Валерий Кириллова (Тăрăм), Сергей Петухова (Хĕрлĕçыр), Валентина Соловьевăна (Тăрмăш), Олег Александрова (Анатри Тимеш), Александр Павлова (Тип Тимеш) Александр Голубева (Кипеç) ятранах палăртас килет. Ялсенчи нимĕнле мероприяти те «Рассвет» (ертỹçи Юрий Мясников), «Урожай» (Вячеслав Кузнецов) хуçалăх ертỹçисен тата хăш-пĕр фермерсен пулăшăвĕсĕр иртмест.

Тăрăшса ĕçлекен савăнма та пĕлет. Иртнĕ канмалли кунсенче, акă, Тип Тимешсем Чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн тата ытти юрăçсен концерчĕпе киленнĕ. Йĕркелỹçи — ялшăн ырми-канми тăрăшакан, Шупашкарти «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов. Хĕрлĕçырпа Тăрмăшсене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Адюков савăнтарнă. Кунта Игорь Маркелов çамрăкăн пуçарулăхне палăртни вырăнлă. Анатри Тимешсем вара спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ.

Людмила СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code