Суббота, 13 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Чăваш çынна ытларах шанать-ши?

Чăваш çынна ытларах шанать-ши?

Тĕлĕнмелле те, Чăваш Ен интернет, карас телефон урлă ултавçăсенчен инкек тỹснисен йышĕ пысăк пулнипе малтисен йышĕнче тăрать. Çавна май эпир темăна, ултавăн мĕнле тĕсĕсем пулнине тата преступниксен аллине ытларах камсем çакланнине уçăмлатас тĕллевпе ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи пайĕн начальникĕнчен Илнур Минигалиевран каласа пама ыйтрăмăр.

— Илнур Шеукетович, социаллă сетьсен, карас телефон урлă улталанакансен шучĕ ỹссех пырать…

— Интернет, телефон урлă «ĕçлекен» преступниксенчен асăрханас ыйтупа çыхăннă информацие хаçат-журнал, интернет çыхăнăвĕсем урлă пĕлтерсех тăратпăр пулсан та, улталанакансен йышĕ чакса мар, ỹссех пыни, чăн та, пăшăрхантарать. Ялсенчи халăхпа иртекен пухусенче, организацисемпе предприятисен коллективĕсенче, уйрăм хуçалăхсенче пулса та асăннă темăна час-час çĕклетпĕр. Республикипе илес пулсан, кăçалхи çур çулта, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 23,4 процент ỹснĕ — 2141 тĕслĕх (иртнĕ çул — 1735). Тăкакĕ вара 407959 пин тенкĕпе танлашнă. Юлашки вăхăтра ултавçăсене 500 пин тенкĕрен ытларах куçаракансен шучĕ те нумайланнă. Шар курнисемпе калаçнă май вĕсем çакăн пек хурав параççĕ: «Эпир çынсене улталани пирки илтнĕ-ха, анчах ку хамăра пырса тивесси пирки шухăшламан».

— Елчĕк округĕпе илес пулсан мĕнле лару-тăру?

— 6 уйăхри пĕтĕмлетỹ тăрăх çакă паллă: банк картти, телефон çыхăнăвĕ тата Интернет урлă тунă преступленисен шучĕ кăçал 2 тĕслĕх (пĕлтĕр çак тапхăрта 9 тĕслĕх пулнă) чакнă. Кăçалхи 7 преступленирен (2-шĕ çаратнипе, 5-шĕ улталаса вăрланипе çыхăннă) 3 тĕслĕхĕнче банксем, 2-шĕнче арçынсем, 2-шĕнче хĕрарăмсем шар курнă. Территори пайĕсемпе илес пулсан, Елчĕк тата Курнавăш территори пайĕсенче — 2-шер, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа — 1-ер преступлени регистрациленĕ. Интернет тата информаци технологийĕсемпе усă курса тунă преступленисене çур çулта 2 (пĕлтĕр те 2) факт регистрациленĕ, 3 фактпа уголовлă ĕçе вĕçленĕ, ку енĕпе преступленисене уçса параслăх 100 процентпа танлашнă.

— Ултавçăсен серепине ытларах камсем çакланаççĕ: çамрăксем-и е аслă ỹсĕмри çынсем?

— Маларах ултавçăсенчен телефон урлă ватăсем нумайрах шар куратчĕç. Вĕсем вĕт компьютерпа, интернетпа ытлашши туслă мар. Хальхи вăхăтра та ватăсем ултавçăсен вăлтине çакланаççĕ-ха, анчах та юлашки çулсенче республикăра çамрăкраххисем (30-35 çулсенчи çынсем) ытларах шар тỹснисен йышĕнче. Вĕсем хăйсене никам та улталаймасть тесе шухăшлаççĕ. Елчĕк округĕпе илес пулсан, 3 тĕслĕхре банксем, 2-шер тĕслĕхсенче арçынсем тата хĕрарăмсем улталаннă (пĕрер тĕслĕхре 35-50 тата 60, икшерĕшĕнче 50-60 çулсенчи граждансем).

— Преступниксем епле майпа шанăçа кĕрсе шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ? Вĕсем усă куракан чи анлă сарăлнă схемăсем мĕнлисем?

— Пĕтĕм преступление тишкернĕ май ултавçăсем усă куракан чи анлă сарăлнă пилĕк меслете палăртаççĕ. Вĕсенчен пĕри — çын патне шăнкăравласа хăйĕнпе банк ĕçченĕ е йĕрке хуралçи тесе паллаштарни. Шăнкăравлакансем пулăшасшăн пек кăтартаççĕ хăйсене. Пĕр-пĕр çын патне «банк ĕçченĕ» шăнкăравлать. Унтан «йĕрке хуралçи» çыхăнăва тухать. Ултавçă «сирĕн счет çинчи укçăра хапсăнать е сирĕн ятăрпа кредит илме хăтланнă» тесе сехĕрлентереççĕ вĕсем, хăранă çынна кредит илтерсе укçана «урăх счет» çине куçармалли пирки пĕлтереççĕ. Банк ĕçченĕсене ĕненмелле мар, вĕсем хăйсем те ку ĕçе явăçнă тесе те улталаççĕ.

Тепĕр схема та халĕ те вăйра — «Анне, эпĕ аварие лекрĕм». Пăшăрханса ỹкнĕ ашшĕ-амăшĕ линин леш енче «ачи калаçнине» ĕненет, вăл чăнласах та инкеке лекнĕ тесе шухăшласа пач палламан çынна самантрах укçа куçарса парать.

Тавар сутма май паракан тỹлевсĕр сайтсем урлă шар куракан та чылай.

Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче инвестици, криптовалюта çинче тупăш тăвасси анлă сарăлчĕ. Ямăт укçа çăмăллăн кĕрессе ĕненет чылайăшĕ, анчах та хăйĕн укçине анчах çухатать — ку тĕслĕхре ултавçăсем пысăк тупăш шантарса нимсĕр тăратса хăвараççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи майăн 9-18-мĕшĕсенче Аслă Таяпа территори пайĕнче пурăнакан Г. патне паллă мар çынсем шăнкăравласа тупăш пама шантарнă. Çавна май Г. вĕсем мĕн хушнине пурнăçласа банк картти çинчи 992 пин тенкине преступниксене куçарса панă.

Анлă сарăлнă пиллĕкмĕш меслет — соцсетьре укçа кивçен ыйтни. Аккаунта çĕмĕрсе çав çын ятĕнчен тусĕсем патне пулăшу ыйтса çыраççĕ вĕсем.

— Видео урлă та çыхăнăва тухаççĕ чылайăшĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Паян çынсем пурте тенĕ пек тĕрлĕ мессенджерпа («Ватсап», «Вайбер» тата ытти те) усă кураççĕ. «Контактра», «Одноклассники» соцсетьсенче вăхăта ирттереççĕ. Ултавçăсем вĕсемпе те анлăн усă кураççĕ. Сăн-пите, сасса улăштарса калаçнă тĕслĕхсем пур, анчах нумаях мар.

— Вулакана мĕн сĕннĕ пулăттăрччĕ?

Халăха кирек мĕнле хыпара та тĕрĕслеме, палламан тата сисчĕвлентерекен çынсемпе тимлĕ пулма ыйтатпăр. Хăвăрăн даннăйăрсене никама та ан пĕлтерĕр.

Иккĕлентерекен шăнкăравсене те ан тытăр, улталантăр пулсан тỹрех полици пайне шăнкăравлăр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code