Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисепе ĕçпе çĕнсе илнĕ

Хисепе ĕçпе çĕнсе илнĕ

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Юрий Диомидов пурнăçне электрик профессийĕпе çыхăнтарнă. Хăйĕн тăрăшуллă та ырми-канми ĕçĕпе çĕнсе илнĕ вăл халăх хисепне.

1953 çулта Леонид Алексеевичпа Вера Николаевна Диомидовсен çемйинче кун çути курнăскер 4-мĕш ача пулнă. Вăл çуралнă кун ирпе ирех бригадир чỹречерен шаккаса Вера Николаевнăна сĕлĕ вырма кайма йыхравланă. Анчах та хĕрарăм хире мар, çăмăлланма вăхăт çитнине туйса Кушкăри больницăна çул тытнă. Ултă пĕр тăван ỹссе çитĕннĕ çемьере.

Юра 1960 çулта пĕрремĕш класа каять. Ку çулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсем вĕренме вырăн пулманран килсерен вĕренсе çỹренĕ. Тарăн пĕлỹ илме ял ачисене çакă пĕрре те кансĕрлемен. 1970 çулта Юрий ялти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Канашри профессипе техника училищине вĕренме кĕрсе электросварщик профессине алла илет. Кăштах хăйĕн профессийĕпе тăрăшсан совет çарĕн ретне тăрать йĕкĕт. Челябинск хулинчи çар чаçĕнче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн яла таврăнать вăл. Çамрăк каччăна тỹрех тăван хуçалăхра сварщик ĕçĕсене туса пыма шанаççĕ. Пĕлĕвне малаллах аталантарас кăмăл тата та вĕренме хистет. Кĕркунне Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне çул тытать яш, кунта техник-электромеханик спецальноçне алла илет. Дипломлă специалиста тăван ялтах кĕтеççĕ. 5-мĕш комплекслă бригадăра электрик пулса тăрăшать мал ĕмĕтлĕ çамрăк. Пĕлĕвне татах тарăнлатма шухăшлакан çамрăк куçĕ тĕлне пĕринче Мускаври политехника институтне куçăмсăр майпа вĕренме йыхравлакан пĕлтерỹ пулать. Нумай шухăшласа тăмасть çамрăк, экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăрать.

Ватăлса пыракан ашшĕ-амăшĕ ывăлне çемье йĕркелемелли пирки аса илтерсех тăраççĕ. Ку тапхăрта ялти çамрăксемшĕн мăшăр суйлама йывăрах пулман. Участокри больницăра, вăтам шкулта, хуçалăхра чылай хĕр ĕçленĕ. Юрăн чĕрине вара шкулта химипе биологи предмечĕсен вĕрентекенĕ — Акчел хĕрĕ Галина Германовна Лазарева хумхантарнă. Клубра иртекен мероприятисенче вĕсем час-часах тĕл пулнă, куçĕсемпе пĕрне-пĕри шыранă.

Сăпайлăхпа именчĕклĕх туйăмĕсем малтанлăха çывăх калаçса кайма чарса тăнă. Çулăмлă юрату пурне те çĕнтерет. Кĕçех пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем пĕрлешеççĕ. 1979 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче (асăрхăр, энергетиксен кунĕнче) Аслă Пăла Тимеш ялĕнче вара чаплă туй кĕрлет.

Ватăсем çĕнĕ кине хапăлласах йышăннă. Вĕсем çамрăксене малтанхи кунранах ăс парса, вĕрентсе пынă. Аслашшĕпе асламăшĕ çĕр çине килекен юрату çимĕçĕсене те хапăл туса йышăннă. «Сывă ывăл-хĕр аллăра илĕр», — тенĕ пиле йышăнса 1 хĕрпе 2 ывăла пурнăç парнеленĕ юратакан мăшăр. Çемье йышĕ ỹснине кура 1989 çулта кирпĕчрен кермен евĕр капмар çурт хăпартнă Диомидовсем. Сад та ĕрчетнĕ.

Юрий Леонидович карьера картлашкипе çулсерен хăпарсах пынă. 1979 çултан «Победа» колхозра техник-электрик, 1985 çултан инженер-электрик тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. «Ĕçне кура — хисепĕ» теççĕ халăхра. Хисепĕ чăн та пысăк пулнă. Çулсерен кану çурчĕсене кайма путевкăсене тивĕçнĕ ĕçчен. Хисеп, Тав хучĕсем килĕнче тирпейлĕн упранаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче тăван хуçалăх саланса кайнă хыççăн Юрий Леонидович пĕр вăхăт Патăрьелĕнчи энергосбыт компанийĕнче вăй хунă. Ултă çултан (2005 çулта) Елчĕкри подстанцине ĕçлеме куçнă. 2017 çулччен тăрăшнă ку вырăнта, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланипе палăрнă. 2010 çулта пĕтĕм çĕршыври халăх çыравне хутшăнса Хисеп паллине çĕнсе илнĕ.

Халĕ мăшăр тивĕçлĕ канура. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вĕсем. Халĕ те çамрăк чухнехи пек пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пыраççĕ. Сăмах май каласан, 31 çул ватăсемпе килĕшỹре пурăннă Диомидовсем, ял çине сас-хура кăларман. 1989 çулта ĕçчен арçын чун-чĕре ыйтнипе вĕлле хурчĕсем ĕрчетме пуçланă, вĕсемпе «пĕр чĕлхепе калаçма» вĕреннĕ. Килти хуçалăхра ĕне-вăкăр, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраса пурăннă.

Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсене курах пуль кĕçĕннисем аслисен ĕçĕсенех суйласа илнĕ. Элеонора амăшĕн предметне кăмăлланипех фармацевта вĕреннĕ — ăста провизор вăл. Мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтереççĕ. Диомидовсен ывăлĕсем вара ашшĕ çулĕпе кайнă — иккĕшĕ те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илсе энергетик профессине суйласа илнĕ. Михаил тĕп хулари «Сеспель» предприятинче тĕп энергетикра вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл ỹстереççĕ. Алексей Мускав хулинче тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе пĕр хĕрпе 2 ывăл ỹстереççĕ. Чăннипе те савăнма, мухтанма пултараççĕ ачисемпе Диомидовсем. Пурте хваттерлĕ вĕсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ Галина Германовна пирки те халăхра ырăпа каланине çеç илтме пулать. Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта вĕреннĕ нумай-нумай ача тухтăрпа педагог профессийĕсене суйласа илнинче унăн тỹпи пурах. Хăй вĕрентнĕ ачасем час-часах тĕл пулу каçĕсене йыхравлани, çуралнă кунĕпе е ытти праçникпе саламлани вĕрентекен чунне ăшăтать. Унăн ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет çакă паллах.

Диомидовсем çирĕп хуçалăх тытса пыраççĕ. Тирпейлĕхпе тасалăх, канăçлăхпа тăнăçлăх хуçаланать кунта. Хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Çуллахи кунсенче пỹрт хуларан килнĕ мăнукĕсен кулли-калаçăвĕпе тулса тăрать. Вĕсем аслисене пурăнма вăй-хал, хавхалану кỹреççĕ, телейпе савăнăç парнелеççĕ.

З.ПОРТНОВА,
ветерансен вырăнти канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code