Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Туберкулез чирĕ чăннипех хăрушă — вăрттăн тата хăвăрт аталанать, çитĕннисене те, ачасене те уямасть. Туберкулеза иртерех мĕнле тупса палăртма пулать-ха, унран сывалма пулать-и? Çак ыйтусене республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерĕн участок врачĕ Маргарита Ивановна Пикусова хуравлать.

— Маргарита Ивановна, туберкулез мĕнле чир-ха?

— Сывлăх сунатăп, хисеплĕ вулакан. Юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчипех эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч пулчĕ. Виçĕ çул коронавирус чирĕ алхасрĕ. Çак чире пула пĕтĕм тĕнчипех питĕ нумай çын вилчĕç. Тата тепĕр вилĕм патне илсе çитерекен чир — туберкулез.

Паянхи кун туберкулезпа хирĕç кĕрешекен ĕçре пирĕн çĕршывра нумай çитĕнỹсем пулчĕç. Чирлĕ çынсен йышĕ чаксах пырать, туберкулезран вилекен çынсен йышĕ те самаях чакрĕ.

Туберкулез чирĕ мĕн авалтанах çĕр çинче анлă сарăлнă. Унпа кашни çыннăн чирлес хăрушлăх пур. Вăл — инфекци чирĕ, ытларах сывлăшра сарăлать. Ăна пуçласа яракан микроба Кох патакки («палочка Коха») ят панă. Чир ытларах ỹпкене сиенлет, çавăн пекех ытти органта та аталанма пултарать. Юлашки вăхăтра чир тĕрлĕ шăмăсенче те аталанма пуçларĕ, çурăм шăмминче, чĕркуççи шăмминче тата вĕтĕ шăмăсенче, пỹре туберкулезĕ, хĕрарăмсен ар органĕсене те ерме пултарать.

Туберкулез чирне пуçласа яракан микроб тăпрара, тусан çинче нумайччен хăйĕн вăйне çухатмасăр пурăнать. Вăл питĕ çирĕп микроб, тĕттĕмре, нỹрĕк вырăнта упранать. Спирт хутăшĕнчен, сивĕрен пĕрре те хăрамасть. Тĕслĕхрен, вараланнă кĕпе-тумтире вĕретсе çунă чухне çак микроб 30 минутран анчах вилет. Вăл чирлĕ çыннăн типсе ларнă сурчăкĕнче икĕ çул таранччен, кĕнеке страници хушшинче вуншар çул упранма пултарать. Хĕвел çутинче 2-3 сехет, ультрафиолет çути айĕнче темиçе минут пурăнать, хлорлă им-çамсем вара туберкулез микробĕсене 3-4 сехетрен анчах пĕтереççĕ.

Чирлĕ çынна сыватмасан вилĕм патне илсе пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, кашни çул çак хăрушă чирпе чирлесе миллион çурă ытла çын вилет.

— Туберкулеза хирĕç кĕрешес ĕçре мĕнле ỹсĕмсем пирĕн республикăра?

— Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пĕрремĕш хут чирлекен çынсен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Юлашки 10 çулта чирлĕ çынсен йышĕ 2 хут ытла сахалланă.

Пирĕн республикăра туберкулез чирне сыватмалли пĕтĕм эмел пур. Енчен те чирлĕ çын врач канашĕсене çирĕп пăхăнсан, эмелсене кашни кун тĕрĕс ĕçсен туберкулезран хăтăлма пулатех. Чир шала кайнă тĕслĕхсем пулсан, хирурги енĕпе те сыватма пулать.

— Туберкулезпа мĕнле майпа чирлеççĕ-ха?

— Ку чире ертес хăрушлăх пысăк. Мĕншĕн тесен вăл сывлăш урлă ытларах сарăлса чирлĕ çынран сывă çынна ерме пултарать.

Ытларах чухне инфекци çăл куçĕ — ỹпке туберкулезĕпе чирлекенсем. Чирлĕ çын калаçнă, ỹсĕрнĕ чухне чир микробĕсем ỹпкерен сывлăша пĕчĕк тумламсемпе тухаççĕ, сывлăшран тусан çине, япаласем çине лараççĕ. Сывлăшпа, тусанпа, çак пĕчĕк тумлам пĕрчисемпе чир микробĕсем сывă çын ỹпкине лекеççĕ. Енчен те çын сывлăхĕ ытти чир-чĕрпе хавшанă пулсан, вăл туберкулезпа чирлесе кайма пултарать.

Сайра хутра туберкулез чирĕ апат урлă ерме пултарать, чирлĕ выльăх какайне, сĕтне тата кайăк-кĕшĕк çăмартине çисен. Чирлĕ çыннăн ал шăллипе, чашăк-тирĕкĕпе усă курсан, вырăнĕ çине выртсан та чир ерме пултарать.

Ытларах чухне чирлĕ çынпа нумай вăхăт пĕрле пĕр пỹлĕмре е пĕр хваттерте пурăнни те чире яма пултарать. Çавăнпа та чирлекенпе пĕр пỹртре пурăнакансен, тăванĕсен, юлташĕсен, кỹршĕсен туберкулез чирĕ ерес хăрушлăх чылай пысăкрах. Вĕсен тухтăр патне кайса ỹпкене кашни çур çулта тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Калас пулать, туберкулез чирĕ ачасене ерес хăрушлăх нумай пысăкрах, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ аталансах çитеймен. Уйрăмах виçĕ çула çитмен пĕчĕк ачасене чир ытларах ерет. Вĕсене ытларах сывлăшран лекме пултарать. Енчен те ашшĕ-амăшĕ е ытти килте пурăнакан çынсем чирлĕ пулсассăн, ачасен туберкулезпа чирлес хăрушлăх тата та пысăк.

— Мĕнле пулăмсене пула ытларах чирлеççĕ-ха?

— Туберкулез — общество чирĕ. Вăл çын çителĕксĕр тата тĕрĕс мар апатлансан, час-час шăнсан, алкоголизм чирĕ ерсен аталанма пултарать, тата нумай пирус туртакан çынсен туберкулезпа чирлес хăрушлăх пур. Чире аталанма япăх йăла условийĕсем, стреслă лару-тăру пулăшаççĕ. Унсăр пуçне вăраха кайнă ỹпкепе чирлĕ çынсен, сахăр диабечĕ, язва чирĕпе аптракан çынсен чир пуçланас хăрушлăх пур. ВИЧ-инфекципе аптракан çынсен чирлес хăрушлăх темиçе хут пысăкрах. Тата туберкулез чирĕпе пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çỹрекенсем, тĕрмере ларса тухнисем ытларах чирлеме пултараççĕ. Эрехпе туслă çынсен вара чир пуçламăшĕ систермесĕр иртет. Вĕсем врач патне чир шала кайсан тин пыраççĕ, мĕншĕн тесен хăйсене япăх туйнине, вăй-хал çуккине мухмăрпа, ỹсĕрнине вара чĕлĕм-пирус туртнипе пăтраштараççĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code