Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ – çĕнĕлĕхсене алла илнинче

Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ – çĕнĕлĕхсене алла илнинче

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хальхи вăхăтра тăтăшах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса вырма ĕçĕсем мĕнле пынине хăй куçĕпе курса хаклать. Паллах, тыр-пула пухса кĕртме хутшăнакансемпе тĕл пулса калаçать, вĕсене пăшăрхантаракан ку е вăл ыйтăва татаса пама та хатĕр вăл яланах.

Иртнĕ кунсенче пулса курнă «Труд» ЯХПКпа «АСК-Яльчики», «Урожай» ОООсен уй-хирĕсенче те ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт халĕ. Çанталăкĕ те чăн-чăн тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтри – сывлăшра ăрша вылять. Чылайранпа таврара уяр кунсем «хуçаланни» те ĕç çи хăвăртлăхне ỹстерме нумай пулăшать. Шăрăх çанталăкра витĕрех пиçсе çитекен чылай лаптăкри тыр-пула тỹррĕн çапса тĕшĕлеме май пур. Паллах, ку чухне комбайнсем патĕнчен килекен тырра сушилкăра типĕтсе вăхăта ирттерес шухăш çук.

Ĕнерхи кун тĕлне илсен, «АСК-Яльчики» ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 68 процентне, е 716 гектарне, «Труд» ЯХПКра 71 процентне, е 508 гектарне вырнă. «АСК-Яльчики» ОООра вăтам тухăç 50,9 центнерпа, «Труд» ЯХПКра 27,4 центнерпа танлашать. «Урожай» ОООра тыр-пула хальлĕхе 500 гектар çинчен пурĕ 20000 центнер пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç – 40 центнер. Тĕш тырă культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ вара 963 гектар йышăнать. Кунта çĕр ĕç культурисене туса илессин агротехникине çỹллĕ шайра йĕркелесе пынине нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ те шăпах çĕнĕлĕхсене алла илнинче пулĕ.

Хальлĕхе округри пĕртен-пĕр ял хуçалăх предприятийĕнче Ноутил технологипе усă курса ĕçлеççĕ. Урăхла каласан, хире сухаламасăрах акаççĕ. Апла пулин те пысăк тухăç алла илеççĕ. Ку чухне анасенчи çум курăкран кĕркуннех хăтăлаççĕ. Тĕш тырă культурисене акнă чухне минераллă удобренисемпе туллин усă курни те пысăк тухăç алла илесси çине витĕм кỹретех: 1 гектар пуçне 2,5 центнертан кая мар удобрени хываççĕ. Унсăр пуçне, вăрлăха хăвăрт шăтса аталанма пулăшакан тата гумат йышши препаратсемпе кирлĕ таран усă кураççĕ. Агрономсем палăртнă тăрăх, гуматпа усă курни вăрлăха им-çамланă, тĕрлĕ чир-чĕртен, çум курăкран сыхланса усă курнă ядохимикатсен сиенлĕхне çăмăлрах ирттерме пулăшни паллă.

«Урожай» ООО директорĕ Вячеслав Кузнецов пирки: пултаруллă организатор, ăста инженер анчах мар, чăн-чăн çĕр çынни те тесе калас килет. Кирек хăш техникăна та витĕр пĕлсе, курса тăраканскер вăл. Ỹркенсе тăракан йышшинчен те мар, кирлĕ пулсан, кирек хăш комбайнер, тракторист вырăнне ларса вĕсене ĕçре улăштарма пултараканскер. Техникăна «чун» кĕртме тивет пулсан та, çаннине тавăрсах ăна юсама пикенет.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи техника паркне пырса кĕме кăмăллă. Вăл тирпейлĕ хуçа аллинче пулни пĕрре курсах паллă. Мĕнпур йышши техника çителĕклĕ унта. Аргентинăра туса кăларнă КРУЧИАНЕЛЛИ сеялка хăй анчах мĕне тăрать! 3 çул каяллах самай пысăк хак – 7 млн та 200 пин тенкĕ парса туяннăскерпе, тĕш тырă культурисене шăпах сухаламасăр, тỹррĕн акма усă кураççĕ. Çакăн йышши техника округра та урăх никамăн çук.

Пурлăх никĕсне тăтăшах çĕнетсе пыраççĕ. Иртнĕ çулхи кĕркуннерен илсен те, ял хуçалăх предприятийĕн администрацийĕ вырнаçнă икĕ хутлă самай пысăк çурта (ун валли 1 млн тенкĕ кайнă) реконструкци тунă, тĕш тырă упрамалли склада (3 млн тенкĕлĕх) юсанă, 4 млн та 600 пин тенкĕлĕх «Беларусь 15,21» йышши трактор туяннă. Хăйĕнчен, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ малалла аталанас тесен пурнăç таппипе тан пулмаллине, çĕнĕлĕхсене ăса хывмаллине лайăх ăнланать…

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçе «Сатурн» ЯХПКра (582 гектар) тата «Нива» агрофирма» ОООра (400 гектар) ăнăçлă вĕçленĕ. «Сатурн» ЯХПКра 1 гектар пуçне шутласан – 50,2, «Нива» агрофирма» ОООра 30 центнер тухăç алла илнĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Анна МЕДВЕДЕВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code