Ентешпе — Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан, яваплă должноçра тăрăшакан — Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа маларахах курса калаçма кăмăл çуралнăччĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă май вара сăлтавĕ те пулчĕ.
— Ырă кун пултăр, Алевтина Николаевна. Кăçал Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнчи çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ачасемшĕн мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ши?
— Ырă кун. Вăхăт калама çук хăвăрт шăвать. Ачасем тинтерех анчах каникула кайнăччĕ пек. Акă, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çитсе те тăчĕ. Мĕнле çĕнĕлĕхсемпе палăрĕ вăл? Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен пур шкулта та федерацин пĕтĕмĕшле пĕлỹ памалли тĕп программа (ФООП) вăя кĕрĕ. Вăл çут ĕç министерствин малтанхи сĕнĕвĕсене тĕпрен улăштарĕ. 2023 çулхи вĕрентỹ тытăмĕнчи реформăпа килĕшỹллĕн программăна, вĕренỹ пособийĕсене пайăррăн çирĕплетнĕ, Раççейри пур шкулшăн та вĕсем пĕрешкел халĕ. Учителĕн малтанхи евĕр харпăр хăйĕн методикипе усă курма ирĕк пур, çапах унăн чи малтанах «ылтăн» стандартăн ыйтăвĕсене шута хумалла. Майĕпен пурнăçа кĕрсе пырĕ çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕ çине куçасси, вăл 2027-2028 вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн анчах вĕçленĕ. Экономика, право, астрономи, экологи предмечĕсене обязательнăй йĕркерен кăларĕç, алгебрăпа геометрисĕр пуçне «Вероятность и статистика» курс та пулĕ. Аслă классенче 2590 сехетрен 2516 хăварĕç. Вĕренỹ профильне пăхмасăр 10-11-мĕш классенче ăс пухакансемшĕн 13 тĕп предмет пулĕ: вырăс чĕлхи, литература, математика, информатика, ют чĕлхе, физика, хими, биологи, истори, обществознани, географи, физкультура тата ОБЖ. Вĕрентỹ программисĕр пуçне воспитани парас ĕçĕн пĕрешкел программине федераци шайĕнчех çирĕплетĕç. Ăна пурнăçа кĕртессишĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи яваплă пулĕ. Вăлах вĕренекенсене ачасемпе çамрăксен пĕрлĕхĕсен проекчĕсене, культурăпа спорт мероприятийĕсене явăçтарĕ. Вĕренỹ дисциплинине граждан оборонипе, кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çыхăннă темăсене кĕртнине, обществознани, истори тата литература урокĕсенче коррупцие хирĕçле ыйтусене те пăхса тухнине, шкулсенче кашни кĕçнерникун профориентаци енĕпе занятисем иртнине, урок тулашĕнчи занятисенче тĕрлĕ предприятие экскурсие çитсе курнине ырламалла çеç. Пĕлỹ çурчĕсене кашни вĕренỹ çулĕ умĕн юсанине тата çĕнĕрен хута янине те ырламалла. Кăçал округри Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пысăк юсав ĕçĕсем туни, çак шкул тата В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕ çумĕнче мини-стадионсем хута кайни вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн анчах мар, ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Ĕç-хĕл мĕнле пыни пирки эсир хаçатра туллин çутатсах тăтăр.
— Ачасен прависемпе ĕçленĕ май вĕсен прависене пирĕн республикăра тивĕçлипе хỹтĕлеççĕ тесе çирĕплетсе калама пултаратăр-и?
— Ачасен прависене республикăра туллин хỹтĕлеççĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Асăннă ыйту чи çивĕччи пулнине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни ятарлă канашлурах палăртать. Çакна та каласа хăварам. Ачасене право пулăшăвĕ паракан пунктсем кашни округрах ĕçлеççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ ăс-тăн, воспитани илме, физкультурăпа спорт тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе ỹсме, çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме Раççей тата республика шайĕнче тĕрлĕ программа ĕçленине те палăртмалла. Иртнĕ уйăхра йĕркеленĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче анчах Елчĕк округĕнче харăсах 3 ачана çĕнĕ хваттерсен уççисене парнелерĕмĕр.
— Ача телейлĕ, тĕрлĕ енлĕ аталанса çитĕнтĕр тесен мĕн кирлĕ?
— Ача телейлĕ çитĕнтĕр тесен чи малтанах тулли, ура çинче çирĕп тăракан çемье кирлĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне юратнине тата хисепленине, хакланине курса çитĕнтĕр. Воспитани те чи малтанах çемьере никĕсленмелле. Çавăн пекех аслисен кĕçĕннисене тимлĕх уйăрни кирлĕ. Ачасемпе час-часах анкетировани ирттернĕ, калаçусем йĕркеленĕ май çак сăмахсене илтме тỹр килет: «Пире атте-анне ăнланни кирлĕ». Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ пулмасан вĕсене телевизор, компьютер, карас телефонĕ улăштарать. Ашшĕ-амăшĕн яваплăрах пулса ачасене кирлĕ çул-йĕрпе аталантарма май туса памалла.
— Çитĕнекен ăрăва мĕнле куратăр Эсир?
— Хальхи çамрăксен тавра курăмĕ анлă, вĕсем самана таппипе тан утаççĕ. Чылайăшĕ çĕнĕ проектсене хутшăнса тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăраççĕ. Пирĕн, аслисен, вĕсене пулăшса, çул кăтартса пымалла, шухăшĕсене хаклама пултармалла. Вара вĕсем пархатарлă нумай ĕçе пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Мĕн пур округра Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн канашĕ пур. Вĕренỹре тата спортра пултаруллă хастарсене пĕрлештерет вăл. Елчĕк шкулĕн никĕсĕ çинче те çакăн евĕр канаш ĕçлет. Унăн ертỹçине Светлана Окружновăна тата ытти вĕренекенсене ырă сăмахпа аса илсе хăваратăп.
— Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй ĕçĕ — çăмăл мар. Чылай задачăна пахалăхлă та хăвăрт татса пама тивет. Маларах та чылай çул ертỹçĕ должноçĕсенче тăрăшнă Эсир. Характерăн хăш енĕсем пулăшса пыраççĕ?
— Çăмăл тесе калаймăн, чăн та. Кашни тĕслĕх, пулăм манăн чун-чĕре, ăс-тăн витĕр тухать. Урăхла пулма пултараймасть, унсăрăн ĕç тухăçлăхĕ те пулмасть. Яваплă пулни, ĕçе вăхăтра пурнăçлани, çынна ăнланма тата тĕрĕс йышăну тума пултарни, тỹрĕлĕхпе тĕрĕслĕхе мала хуни мана куллен пулăшса пыраççĕ. Характерăн çак енĕсене çирĕплетме вĕренỹ тытăмĕнче 22 çул, çав шутран шкул директорĕнче 6 çул, ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕнче ĕçлени пулăшрĕ. Нумай çул Хĕрарăмсен республикăри канашне ертсе пыни çемьери чăрмавсене тарăнрах ăнланма май пани те пысăк пулăшу.
— Уполномоченнăй кунĕ мĕнрен пуçланать тата мĕнле иртет вăл? Канмалли кунсем ĕç кунĕнчен уйрăлса тăраççĕ-и?
— Ирпе 7 сехетре эпĕ ĕçре. Чи малтанах документсемпе тата çырусемпе ĕçлетĕп. Кулленхи кун йĕркинче тĕрлĕ канашлу, мероприяти… Çавăн пекех министерствăсемпе ведомствăсен çумĕнчи ĕçлĕ ушкăнсемпе ача шăпине час-час татса паракан ыйтусене пăхса тухма, тĕрлĕ ыйтупа ашшĕ-амăшне тата ачасене йышăнма тивет.
Канмалли кунсем кăштах улшăнса тăраççĕ. Вĕсене эп çемьепе ирттерме тăрăшатăп. Çапах та телефон çумра: тĕрлĕ вырăна васкавлă тухса кайма е ача шăпипе çыхăннă пĕр-пĕр ыйтăва хăвăрт татса пама ялан хатĕр пулмалла. Хăй те яваплă должноçра вăй хуракан мăшăрăм, ывăлăмăр ман ĕçе ăнланни пулăшса пырать.
— Эсир Елчĕк округĕн кураторĕ пулнă май тăван тăрăхра час-час пулатăр, округри çивĕч ыйтусене Правительство шайне çитеретĕр. Нумаях пулмасть «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» çулне тĕпрен юсас ĕçре те Сирĕн тỹпе пысăк пулчĕ. Мĕн хистет тата пулăшса пырать Сире пысăк пуçарулăхпа палăрма?
— Çуралса ỹснĕ тăван вырăн вăл кашни çыншăн хаклă, чуна çывăх. Кунта çынсем те тараватлăрах та ăшăрах пек. Пысăк пуçарулăхпа палăрма уйăхсерен иртекен Пĕрлехи информаци кунĕнче халăха ыйтусемпе йышăнни пулăшать. Тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать ентешĕмĕрсене. Пысăк пайне округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа, ытти ертỹлĕхпе вырăнтах татса паратпăр. Çивĕчреххисене вара, чăн та, регион шайне кăларма тивет. Республика пуçлăхĕ, депутатсем мана тата халăха илтни, пулăшу аллине вăхăтра тăсни хавхалантарать. Майлă самантпа усă курса пурне те тав сăмахĕ калас килет. «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» çулĕ, чăн та, нумай ашшĕ-амăшне пăшăрхантаратчĕ. Тăван тăрăха килсен-кайсан халĕ яка та тỹрĕ çул чуна çĕклет. Эппин шкул автобусĕсем ачасене те ку çулпа шанчăклăн илсе çỹреççĕ.
— Калаçушăн тав.
Елена ПЕТРОВА.