Раиса Петровна Кудрявцева хăй ячĕпе палăртса калакан тав сăмахĕсене час-часах тивĕçет.
Ĕçчен, ăшă кăмăллă Рая Кудрявцева 1960 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Кушкăри Петрпа Юлия Рыбкинсен çемйинче çуралнă. Пилĕк пĕр тăван ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ, ашшĕпе амăшне килти хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнисĕр пуçне, çуллахи каникулсен вăхăтĕнче колхозра тăрăшнă. Амăшĕпе пĕрле çум çумланă, хăмла татнă, çĕрулми, чĕкĕнтĕр кăларнă.
Иртнине аса илсен, Рая мĕн пĕчĕкрен медсестра пулма ĕмĕтленнине калать, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама ăнтăлнине аса илет. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыракан хĕр ача уйрăмах химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ Лираида Гурьевна Углевăна халĕ те ырăпа аса илет.
Кушкăри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Рая Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта вĕренет, алла аттестат илсен Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Училищĕне 1980 çулта пĕтерет, çав çулах çамрăка хамăр округри Патреккел ялне фельдшер пунктне медсестра пулса ĕçлеме яраççĕ. Кунта ĕçленĕ вăхăтра Рая хăй лайăх специалист пулнине ĕçĕпе çирĕплетет, халăх хорне хутшăнать, сумлă ята тивĕçет.
Хитре, çепĕç хĕре таврари каччăсем куç хываççĕ, 1983 çулта Рая Аслă Пăла Тимеш каччине Юрий Кудрявцева качча тухать. Тепĕр çулталăкран тĕнчене хĕр пĕрчи — Кристина килет. Кудрявцевсен Юрий хыççăнхи шăллĕсем те пулнă, çавăнпа çемье Шупашкара пурăнма куçать.
1984 çулта Рая медсестра пулса Шупашкарти Строительсен бльницине ĕçе вырнаçать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 35 çул пĕр вырăнта ĕçлет Раиса Петровна. Çакна вăл çав çулсенче больницăра тĕп тухтăр пулса ĕçленĕ Валентина Андреевна Теллина ячĕпе те çыхăнтарать. Коллективра тăрăшса, хавхаланупа тимлесси тем тесен те, ертỹçĕрен нумай килет. Валентина Андреевна вара пысăк пĕлỹллĕ анчах мар, ырă чĕреллĕ çын пулнипе те палăрса тăнă. Унсăр пуçне, вăл хăйне 3 теçетке çул ытла республикипе паллă, ăста тухтăрсемпе (Юрий Федорович Хромовпа, Сергей Николаевич Егоровпа) юнашар ĕçлеме тỹр килнĕшĕн те савăнать. Хальхи вăхăтра Раиса Петровна ялта пурăнать. Кристина хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври Турци инвесткомпанийĕнче ертсе пыракан юрист пулса ĕçлет.
Раиса Петровнăн ашшĕ ку тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, амăшĕ часах 90 çул тултарать. Чылай çул каялла пилĕк пĕр тăванран тăваттăшĕ çемйисемпех вăхăтлăха Çĕпĕре газ кăларнă çĕре куçса кайрĕç. Çавăн чухне вĕсем Райăна ялта амăшне пăхса пурăнма ыйтнă.
Çапла вара халĕ унăн ялта та, Шупашкарта та çурт пăхса тăма тивет. Эпир, ял çыннисем, Раиса Петровна ялта пурăннишĕн савăнатпăр анчах. Ырă кăмăллăскер, пурне те пулăшма хатĕр вăл. Халь ялта пĕччен пурăнакан ватăсем чылай, врач офисне çитес тесен кỹршĕ яла кайма тивет. Сивĕ çанталăкра е çумăр витĕр мĕнле çитĕ ватă Кушкăран Аслă Пăла Тимешне? Е тата: юн пусăмĕ ỹссе кайсан васкавлă пулăшу çитиччен мĕн тумалла? Çавăн пек çынна инкекрен хăтарма ỹркенмест Раиса Петровна. Эмелне те сĕнет, ырă чĕлхипе те йăпатать, тухтăр çырса панă уколĕсене тăвать, шанчăк парать. Тĕнчере çакăн пек ăшă чĕреллĕ çынсем пурри савăнтарать. Ун пек çынсене хăйсене те ырă сунас килет.
Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пул, Рая, хĕрỹпе, тăванусемпе савăн, мăнукусен çитĕнĕвĕсене курмалла пултăр санăн.
Светлана БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Кушкă ялĕ.