Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕх çăмăллăх кỹрет

Çĕнĕлĕх çăмăллăх кỹрет

Мĕн пур отрасльте анлă цифра трансформацийĕ пырать. Çĕнĕлĕх ОМС сферинчен те пăрăнса иртмест. Асăннă тытăма модернизацилени, аталантарни ОМС шучĕпе медицина пулăшăвĕ кỹрессипе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама пулăшать. Федерацин обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче ОМС тытăмĕнче страхланă граждансем валли çĕнĕ сервиссем ĕçленине ырламалла. «Сывлăх» пайра хушма «ОМС полисĕн управленийĕ» сервиспа усă курни граждансене страхланса шута тăма, страхланă çынна хăш медицина организацийĕ çумне çирĕплетнине пĕлме, страхлакан медицина организацине суйласа илме е улăштарма тата ытти ĕçсене пурнăçлама май парать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code