Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Манăн юратнă вĕрентекен

Манăн юратнă вĕрентекен

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук пулĕ. Кашни ăна юратса, чунтан пурнăçласан пирĕн çĕршыв аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç — пурнăç илемĕ», — теççĕ. Апла пулсан пур çын та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Ку кăна çителĕксĕр — чуна парса тăрăшмалла, çитĕнỹсем тумалла, хăвăн телейне тупмалла.

Вĕрентекен — чи кирлĕ, çав вăхăтрах чи кăткăс профессисенчен пĕри. Вăл çак тĕнчере кашни ачана хăйне тупма вĕрентнисĕр пуçне, ытти çынна пулăшу кỹме те вĕрентет.

Пирĕн шкулта та ун пек учитель чылай. Вĕсенчен пĕри — манăн юратнă вĕрентекен, иккĕмĕш анне тесен те йăнăш пулмĕ, тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен Любовь Германовна Адюкова.

Ун çинчен пĕр вĕçĕмсĕр калаçма та, çырма та пулать. Вăл хăйĕн предметне чĕререн юратать. Вĕренекенсемшĕн яланах пăшăрханать. Кирек хăçан та, темĕнле лару-тăрура та çынна пулăшма хатĕр. Савăнăçлă, ăшă та ырă кăмăлĕпе çынсене тыткăнлать. Унпа темĕнле темăпа та калаçма пулать. Любовь Германовнăн шкул ачисемшĕн яланах вăхăт тупăнать, вăл пурне те пĕр пекех юратать. «Маншăн шкулта ют ача çук, эсир пурте манăн юратнăскерсем», — тет вăл пире яланах йăл кулса.

Л.Адюкова ырă кăмăллă та çутă çын. Вăл хăйне мухтанине юратмасть. Пире вара, ачасене, пĕр пĕчĕк ĕç тусан та мухтать. Яланах çапла сĕнỹ парать: «Кашни кăткăс лару-тăруран йăл кулса, ырă кăмлпа тухма тăрăшăр, тĕрĕс çулпа утăр», — тет.

Иккĕмĕш аннемĕр пирĕншĕн хăйĕн чун ăшшине, савăнăçне, куллине пĕрре те шеллемест — йăлтах пире валеçет. Вăл урокра та канупа ĕçе пĕрле саплаштарма май тупать, çавăнпа унăн урокĕсем хăвăрт та сисĕнмесĕр иртеççĕ. Эпир ывăннине туйсанах ăшшăн çупăрласа илет. Таçта çухалать ывăнни те ун пек чухне. Вĕренекенсен кăмăл-туйăмне лайăх ăнкарнăран, чи лайăх учитель теме пулать ăна.

Хăш чухне эпир урокра темăран пăрăнса интереслĕ историсем итлеме, шỹтлеме, кулма пултаратпăр. Ку пире çĕнĕ материала алла илме пачах та кансĕрлемест. Вăл уроксене кăсăклă ирттерет. Кăтарту пособийĕсемпе пĕлсе усă курнăран вĕрентни те лайăх астăвăнса юлать. Пирĕн класс ертỹçи те вăл. Унпа нихăçан та кичем мар, хавхалантарма пĕлет, пире пулăшма пĕрре те вăхăтне хĕрхенмест. Анчах ку çеç те мар, чи кирли — Любовь Германовна пулăшнипе эпир чăн-чăн вĕрентекен мĕнлерех иккенне ăнланса илме пултартăмăр.

Темшĕн шкул çулĕсенче хăш-пĕр ача тарăн пĕлỹ илме тăрăшмасть. Уйрăмах хăйĕн кахалне пула. Килти ĕçсене туманни те, тỹрккес сăмахсемпе учительсене кỹрентерни те пулать. Çакна вĕрентекенсен пĕтĕмпех курмалла, ăнланма тăрăшмалла, кирлĕ сăмах тупса вĕсене вĕрентмелле. Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ вăл Любовь Адюкова.

Çулсем иртĕç. Эпĕ те çитĕнĕп, юратнă профессие алла илĕп, анчах пурнăçра пур пĕрех тăван шкула, хамăн юратнă учителĕн сĕнĕвĕсене манмăп. Ăна пĕтĕм ырришĕн, çын пулма вĕрентнĕшĕн ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвăп.

Александр ПАТШИН.
Аслă Елчĕкри вăтам шкул,
8-мĕш класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code