Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав участокне — Герой ятне

Суйлав участокне — Герой ятне

Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн 2023 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи 52Ỹ314-7 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн республикăри хăш-пĕр суйлав участокĕсене паллă çынсен ячĕсене пама йышăннă.

Ĕнер çакăнпа çыхăннă паллă пулăм Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕнче иртрĕ. Кунта вырнаçнă 2402 номерлĕ суйлав участокне çак ялта çуралса ỹснĕ Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Алексеевич Петров ятне пачĕç.

Николай Петров 1999 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкула, Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищине пĕтернĕ. 136-мĕш уйрăм гварди мотострелковăй бригада йышĕнче малтанхи кунсенчех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă. 2023 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче пĕр çапăçура вăл вилмеллех аманать. Николай Петров аслă лейтенанта, çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, Паттăрлăх орденĕпе, 2023 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă (вилнĕ хыççăн).

Денис Майдановăн «От героев былых времен…» юрă çемĕпе ертсе пыракан çĕршыв паттăрĕсен астăвăмне çирĕплетекен сăвă йĕркисемпе паллаштарать. Ун хыççăн Елчĕк шкулĕнчи кадетсем зала Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене илсе кĕреççĕ. РФ Патшалăх тата ЧР Патшалăх гимнĕсем янăраççĕ.

Йышлă халăх умĕнче малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ.

— Сирĕн ялти суйлав участокне Раççей Геройĕ Николай Петров ятне пани питĕ вырăнлă та, пĕлтерĕшлĕ те, — терĕ вăл. — Ăна сума сунине, хисеп тунине çирĕплетекен акци, унăн ятне яланах асра тытмалли хистев. Кашни çыннăн пурнăçĕнче чи пысăк, таса, сăваплă тивĕç вăл — çĕршыва хỹтĕлесси. Ентешĕмĕр, çак çула суйласа илнĕскер, ăна чыслăн пурнăçланă. Паттăрсем вилмеççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулĕç.

Мероприятире çавăн пекех Николай Алексеевичăн çывăх тăванĕ Максим Петров лейтенант, Алексей Данилов учитель, 10 «к» класра вĕренекен Даниил Патшин тухса калаçрĕç.

Юлашкинчен пултарулăх ушкăнĕсен пĕрлештернĕ хорĕ Николай Петрова халалланă «Пуç таятпăр пурте» (сăвви Галина Каринкинан, кĕвви Иван Шурбинăн) юрра юрларĕ. Залра ларакансем ура çине тăрса итлерĕç ăна. Чуна пырса тивекен хайлав куççульлентерчĕ те, мăнаçлантарчĕ те…

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code