Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сакăр çул – малти йышра

Сакăр çул – малти йышра

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе оборонăна хатĕр» (ГТО)» физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен» калакан 172-мĕш номерлĕ Указне йышăннăранпа мартăн 24-мĕшĕнче 10 çул çитрĕ.

«Спорт – пурнăç йĕрки» федераци проекчĕн «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ГТО тытăмĕнче пирĕн округра çак тапхăрта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлама ятарлă площадка йĕркеленĕ – условисем туллин тивĕçтереççĕ. Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи, «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ Петр Смирнов ертсе пынипе тата физкультура учителĕсемпе тренер-преподавательсем тăрăшнипе çулленех вун-вун шкул ачи, ĕçлекен нормативсене пурнăçлать.

Ушкăнпа вăй хунин усси те куç кĕрет: вунă çул хушшинче ГТО нормисене пурнăçлассипе округ регионта 6 хутчен пĕрремĕш, 2 хутчен иккĕмĕш вырăна тухнă.

Тивĕçлĕ ĕçшĕн Петр Смирнова Раççей Федерацийĕн минспорчĕн Тав хучĕпе чыслани пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çыртăмăр.

Сăн ÿкерчĕкре: Петр Смирнова наградăпа чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code