Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сăвăсран асăрханмалла

Сăвăсран асăрханмалла

Çак хурт-кăпшанкă тăпрара, курăк çинче чĕр чунсем тата вĕçен кайăксен йăвисенче пурăнать. Апрель-октябрь уйăхĕсенче унăн хастарлăхĕ уйрăмах ỹсет.

Раççейре çулсеренех 5-6 пин çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет, вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Унсăр пуçне асăннă хурт-кăпшанкă çак чирсене пуçарать: сăвăс тифĕ, туляреми, эрлихиоз, бабиоз, Лайм чирĕ, юнлă сив чир тата ытти те. Чăваш Республикин территорийĕнче те сăвăс вирусне тупса палăртнă. Вăл çынна лексе чирлеттерме пултарать. Çавна май пуç мими шыçать, ỹт температури 38-39 градус таран хăпарать. Унсăр пуçне куç шурри хĕрелет, шăнтать, 3-5 кунран çын аташма тытăнать. Çавăнпа та ăна хăвăртрах больницăна илсе каймалла.

Мĕнле сыхланмалла?

Вăрмана кайнă чухне ỹт-тире лайăх хуплакан тумтир тăхăнмалла, шăлавар вĕçне нуски ăшне чикмелле. Киле таврăннă май тумтире, атă-пушмака силлемелле, çỹçе вĕтĕ турапа турамалла. Килти чĕр чунсем те сăвăс ертме пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене çак хурт-кăпшанкăран ятарлă мăй çыххи тăхăнтартмалла, сăнасах тăмалла.

Сăвăс ỹт-тире кĕрсе ларчĕ пулсан тухтăр патне кайма тăрăшмалла е ăна асăрханса кăлармалла. Малтанах ун çине ỹсен-тăран çăвĕ тумлатмалла. Вăл унăн сывлăш çулне пỹлет. Каярахпа пинцетпа е çиппе туртса кăлармалла. Сиенленнĕ вырăна антисептик сĕрмелле. Сăвăсăн хăш-пĕр пайĕ ỹтре юлсан йĕппе усă курмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code