Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инсультпа инфаркт патне илсе çитерет

Инсультпа инфаркт патне илсе çитерет

Чылай çын артерири юн пусăмĕ хăпарнипе гипертони чирĕпе аптăрать. Ку чир инфарктпа инсульт патне илсе пырать. Çавна пулах çĕр чăмăрĕ çинче кашни улттăмĕш çын пурнăçран уйрăлать. Çынсем хушшинче тăтăшах гипертони аслă ỹсĕмрисен чирĕ тенине илтме пулать. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах «çамрăкланчĕ», ку чирпе халĕ 40 çула çитменнисем те аптăраççĕ.

Гипертони хăй хыççăн йывăр йĕр хăварнипе — инфаркт тата инсульт пулнипе уйрăмах хăрушă. Чир вăраха тăсăлни чĕре, пỹре ĕçĕ çине япăх витĕм, куç çинче йĕр хăварать. Гипертони чирĕпе çыхăннă çак йывăрлăхсем пациента инвалида кăлараççĕ е вилесси патне илсе çитереççĕ.

Пирĕн пата пулăшу ыйтма килекен çынсенчен хăшĕ-пĕри юн пусăмĕ пысăк чухне пуç ыратнине, çаврăннине, куç хуралса килнине пĕлтерет. Анчах та чир паллисем яланах кун пек пулмасан та пултараççĕ. Пациентсен 30-40 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарнине те туймасть, вĕсене нимĕн те канăçсăрлантармасть. Çавăнпа вĕсем тухтăр патне те каймаççĕ. Çакă вара уйрăмах хăрушă. Юн пусăмĕ хăпарнине «шăппăн вĕлерекен» теççĕ, мĕншĕн тесен вăл чылай çул чĕрепе юн тымарĕн ĕçне хавшатать. Çын хăйне лайăх туять, сипленмест, ун хыççăн вара кĕтмен-туман çĕртен инфаркт е инсульт пулса иртет. Енчен те сирĕн пĕрре те пулсан ртуть юпипе 140Ỹ90 мм е çỹллĕрех те хăпарнă пулсан, юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килте хăй тĕллĕн сипленме юрамасть.

Енчен те гипертонипе чирлĕ çын эмелсене вăхăтра тата тухтăр сĕннĕ пек ĕçсе тăрать пулсан, юн пусăмĕ чăнахах та канăçсăрлантармасть. Паллах, çын пăлхансан е тĕрлĕ стресс тỹссе ирттерсен юн пусăмĕ выляма пултарать-ха, анчах та вăхăтлăха. Енчен те юн пусăмĕ темиçе кун е эрне пысăк тăрсан, сиплеве улăштармалла. Ку ыйтупа каллех тухтăр патне каймалла.

Гипертоние хирĕç кĕрешмелле, эмелпе çеç мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса. Ытларах симĕс чей ĕçмелле, вăл юн пусăмне чакарнине тахçанах çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне вăл юн тымарĕсен ĕçĕ çине лайăх витĕм кỹрет. Артери гипертонийĕпе чирлекенсен апатра тăварпа сахалрах усă курмалла. Çуллă апат-çимĕç те сĕтел çинче сахалтарах пулмалла. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, пăтă çимелле. Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, 5-10 килограмм чакни юн пусăмне ртуть юпин 10 мм чухлĕ антарма пулăшать. Çавăнпа та пациентсене кулленхи пурнăç йĕркине улăштарма сĕнетĕп. Скандинави уттипе туслашни те аван, ытларах хускану туни те пĕлтерĕшлĕ.

Сăмах май, гипертони чирĕ ăруран-ăрăва куçнине те çирĕплетнĕ. Енчен те сирĕн аçăр-аннĕртен пĕри юн пусăмĕ вылянипе аптрать пулсан, ку чир сире те куçма пултарать. Çавăнпа та сывлăх çине халех тимлĕх уйăрсан аванрах.

Э.КУЗНЕЦОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code