Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра тимлĕ пулар, пушартан асăрханар…

Шывра тимлĕ пулар, пушартан асăрханар…

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев Пĕтĕм Раççейри 5-мĕш «100 километров — Потому что мы Вместе» велочупу ирттернин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ тытăмри (вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ, культура, ял хуçалăхĕ…) профсоюз членĕсене, спорт хастарĕсене пĕрлештерекен велочупăва пурĕ 22 регионтан 200 ытла çын хутшăннă. Округ урлă иртнĕ чух вĕсене тивĕçлĕ кĕтсе илсе ăсатса янă, культурăллă программăна хутшăнма май туса панă, вĕри апатпа сăйланă. Велочупăва округран чылай уйрăм çын тата çемьесем хутшăннă. Леонард Васильевич хăнасене кĕтсе илсе ăсатса ярас ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕ кашни çынна, ГАИ тата медицина службисен работникĕсене тав сăмахĕ каларĕ.

Округри хуçалăхсенче апат хатĕрлес ĕç малаллах пырать. Çакăн пирки округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков каласа кăтартрĕ.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пĕрремĕш çур çулти ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Ултă уйăхра округра 23 ача (14 арçын ачапа 9 хĕр ача) çуралнине регистрациленĕ. Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа территори пайĕсенче 3-мĕш çул пĕр ача та çуралман. Шел пулин те, вилекенсен шучĕ пысăк тăрать-ха — 160 çын (93 арçын, 67 хĕрарăм). Пурĕ 5 мăшăр пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ.

Çанталăк типĕ те шăрăх тăрать. Çак тапхăр пушар хăрушсăрлăхĕн тата шыва кĕрес правилăсене çирĕп пăхăнма хистет. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев пушарпа кĕрешес, ăна профилактикăлас енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ, шăрăх çанталăкра пушартан асăрханас тĕллевпе пурнăçламалли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Чи кирли — предприятисемпе организацисен, уйрăм хуçалăхсен территорийĕсемпе умĕсене, никам усă курман пушă лаптăксене çум курăкран, хыт хураран тасатасси.

Хуçалăхсенче пăрçа çулма тухнă, вырма ĕçĕ пуçланчĕ. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине те аса илтерчĕ Сергей Геннадьевич. Республикипе илес пулсан, июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне 724 пушар тухнине шута илнĕ, вĕсенче 35 çын вилнĕ, 39-шĕ сусăрланнă. Елчĕк округĕнче çак тапхăрта 9 пушар пулнă, 1 çын вилнĕ. Леонард Васильевич инкексен сăлтавĕсене тĕпе хурса ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене тата территори пайĕсен пуçлăхĕсене уйрăмах тимлĕ пулма, халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕнчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code