Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр салтаксене — мухтав

Паттăр салтаксене — мухтав

Çĕршыв чĕнсен ентешсем унăн интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлес тĕллевпе кар тăрса аллисене хĕç-пăшал тытрĕç. Ятарлă çар операцийĕнчен пирĕн салтаксен ячĕпе нумай-нумай ырă хыпар килни округри кашни çыннăн чĕрине ăшăтать паллах. Вĕсем пирки эпир хаçат страницисенче тапхăр-тапхăр çутатса пыма тăрăшатпăр. Сирĕн тăванăрсем те ятарлă çар операцийĕнче награда илнĕ пулсан, хаклă вулакансем, вĕсем пирки редакци ĕçченĕсене пĕлтерме е почта, электронлă почта урлă çырупа ярса пама, е редакцине кĕртсе пама ыйтатпăр.

Хальхинче вара пирĕн пата тăванĕсенчен çак салтаксем пирки хыпарсем çитрĕç: Дмитрий Горшков (Патреккел), Дмитрий Мартемьянов (Элекçей Тимеш), Алексей Николаев (Елчĕк), Павел Майков, Дмитрий Горшков, Алексей Питаков, Дмитрий Архилин (Аслă Елчĕк), Валерий Васильев, Александр Карсаков (Кивĕ Эйпеç) паттăрлăхпа палăрнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн Жуков медальне тивĕçнĕ. Владимир Тарасова (Кĕçĕн Таяпа) Паттăрлăх орденĕпе, Федор Катина (Аслă Елчĕк) «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн», «Çарти паттăрлăхшăн» (I, II степень) медальсемпе, Анатолий Шурбина (Елчĕк) вара иртнĕ çул «Çапăçура палăрнăшăн», кăçал «Хăюлăхшăн» медальсемпе наградăланă. Ентешсене чунтан саламлатпăр.

Паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксем çĕшыв хỹтĕлевçин ятне аслă ăрури паттăрсем (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Афганистанри, Чечен Республикинчи, ытти «хĕрỹ точкăсенчи» ветерансем) пек çỹллĕ шайра тытни мăнаçлантарать.

Эпир сирĕнпе пуринпе те мăнаçланатпăр, тăван тăрăха ырă-сывă, çĕнтерỹпе таврăнма сунатпăр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code