Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Программа ĕçлени — курăмлă пулăшу

Программа ĕçлени — курăмлă пулăшу

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа — Елчĕк муниципалитет округĕн хуçалăхĕсенче тырă вырас тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен — округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков тухса калаçрĕ. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тунтикун тĕлне 4700 га тĕш тырă культурисене çулнă (планпа палăртнин 21 проценчĕ), çулнин 80 процентне çапса тĕшĕленĕ. Пĕтĕмпе 11340 центнер тырă пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 29,5 центнерпа танлашнă. Çавăн пекех 182 гектар çинчен горчицăна пухса кĕртнĕ, 1751 гектар лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Строительствăпа юсав ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова пĕлтерчĕ. Кăçал «Пуçару проекчĕ» программăпа 78 проект тума палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне 26 объекчĕпе ĕçсене вĕçленĕ. Округ пуçлăхĕ ку енĕпе ĕçе хăвăртлатма тата пур ĕçе те вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

— «Пуçару бюджечĕ» программа ĕçлени ялсене аталантарассинче курăмлă пулăшу парать — тĕрлĕ пысăк ĕçе пурнăçлама патшалăх хыснинчен 80 процент уйăрни — пысăк çăмăллăх. Çавăнпа та çак программа ĕçленĕ чух халăха канăçсăрлантаракан ыйтусене татса парассинче активлăрах пулма ыйтас килет, — сĕнчĕ Леонард Васильевич территори пайĕн ертỹçисене.

Вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне хатĕрлесе çитерес ĕç вĕçленсе пырать. Çакăн пирки округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев чарăнса тăчĕ. Шкулсем черетлĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине ĕнер ятарлă комисси хак пачĕ, тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче çырса пĕлтерĕпĕр.

Канашлура çавăн пекех çулсене юсас, контейнер площадкисене тирпейлĕхре тата юсавлăхра тытас, саккунсăр майпа йĕркеленекен свалкăсене тасатас, тавралăха варалакансен çулне пỹлес тата ытти ыйтусене тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code