Пятница, 1 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăçмасть олимпиец ячĕ

Манăçмасть олимпиец ячĕ

Елчĕк тăрăхĕн, çавăн пекех Чăваш Енĕн спорт летопиçĕн пуçламăшĕ Ардалион Игнатьев ячĕпе çыхăннă: 1956 çулта Австралири (Мельбурн) Олимп вăййисенче вăл 400 метра чупассипе бронза медаль çĕнсе илнĕ. Аякри çĕршыв 34 çул иртсен каллех пысăк çитĕнỹ кỹнĕ. Хальхинче Яманчỹрелте çуралнă Владимир Андреев Сидней хулинчи Олимпиадăра 20 километра утассипе аслă юлташĕн тĕслĕхне çирĕплетнĕ.

Владимир Андреева (07.09.1966-16.04.2024) манмаççĕ округра. 1999 çулта унăн ятне Елчĕк районĕн Хисеп тата Ĕç мухтавĕн Кĕнекине кĕртнĕ. 2002 çулта «Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. 2008 çулта вăл вĕреннĕ Лаш Таяпари вăтам шкула ун ятне панă. Иртнĕ кунсенче вара унти çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç.

Пуçтарăннисем паллă спортсмен çинчен ырă сăмах нумай каларĕç.

— Владимир Андреев спорт çулĕ çине тăнă тапхăрта хальхи пек условисем пулман, — палăртрĕ Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев. — Ăна кил-хуçалăх ĕçĕнче пиçĕхни, çине тăрса тренировкăсем ирттерни пысăк кăтартусем тума пулăшнă та ĕнтĕ. Чăваш ятне çỹле çĕклерĕ вăл. Унран çитĕнекен ăру тĕслĕх илме тивĕç.

Чăваш Республикин спорт министрĕн çумĕ Александр Степанов, Шупашкарти Олимп резервĕн 8-мĕш номерлĕ училищин директорĕн заместителĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Андреев, территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Владимир Васильевичăн мăшăрĕ Наталия Андреева та мухтавлă ентешĕмĕрĕн кун-çулĕпе спортри çул-йĕрне ăшшăн аса илчĕç.

Асăну хăмине хатĕрлесе вырнаçтарас тĕлĕшпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, «Яманчỹрел сельхозхими» ОАО директорĕ Герман Петров, Владимир Меметов, Геннадий Димитриев уйрăм предпринимательсем пысăк пулăшу панă.

В.Андреев вăтам шкул хыççăн Самара облаçĕнчи Усолье хулинчи ял хуçалăх, Шупашкарти энергетика техникумĕсенче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Магадан облаçĕнчи Анадырти авиаполкра икĕ çул çар службинче тăнă. Тĕп хулари А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕн воспитанникĕ, 1988-1996 çулсенче СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Семенов, 1996 çултан Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Анатолий Николаев ертсе пынипе, спортри çитĕнỹсен картлашкипе çỹлерен çỹле çĕкленсе пынă. Никĕсне хываканĕсем вара — ялти физкультура учителĕсем: ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Яковлев тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсонов.

Владимир Васильевич, Сиднейсăр пуçне, тата икĕ Олимпиадăна, Раççей (14 хутчен), СССР (9) чемпионачĕсене, Европа (3), тĕнче (5 хутчен) Кубокĕсене хутшăннă. Вăл — Раççей тата СССР хĕллехи чемпионачĕсен 7 хут çĕнтерỹçи, 5 хут СССР, 8 хут Раççей чемпионĕ, тĕнче (2002) тата Европа (2003) Кубокĕсен çĕнтерỹçи, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (2002)…

Лаш Таяпа шкулĕ спорт традицийĕсемпе чăннипех пуян. Унăн ĕнерхи вĕренекенĕсен йышĕнче 13 спорт мастерĕ, вăл шутра Володьăн шăллĕ Михаил та. Физкультурăпа спортăн массăлăхне пропагандăлассипе округри территори пайĕсен Лаш Таяпасенчен тĕслĕх илмелĕх те пур. Ялта çулсерен вуншар ăмăрту-турнир иртет, унсăр пуçне шкул ачисемпе çамрăксен футбол тата хоккей командисем округри, унăн тулашĕнчи вăйăсене хастар хутшăнаççĕ. Чылай чухне — çĕнтерỹçĕсем вĕсем. Олимп çăлтăрĕн тивлечĕ те пурах ĕнтĕ кунта.

Шăматкун, шкулти пĕлтерĕшлĕ мероприятин сумлăхне ỹстерсе, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденĕн кавалерĕ ячĕпе хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвĕ те иртрĕ. Тĕрлĕ округран килнĕ спортсменсем тăватă ỹсĕм категорийĕнче 1, 2, 3 километрлă дитанцисенче вăй виçрĕç. Чи пултаруллисене олимпиецăн тăванĕсемпе официаллă çынсем дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code