Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченне — чыс, мухтав!

Çĕр ĕçченне — чыс, мухтав!

Иртнĕ эрнере паллă тунă ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕ ытти çулсенчи пекех çỹллĕ шайра иртрĕ. Паллах, ку чухне те тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене савăнăçлă лару-тăрура чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. Ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе палăрнă ĕçченсене саламлама Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округри Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков тата ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç.

Округри аграрисемпе продукцие тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен хастарлăхĕпе ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессине ỹстерессишĕн чунтан тăрăшнине черетлĕ хутĕнче те уççăнах çирĕплетсе пачĕç. Леонард Левый та ял çыннин пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакласа çак шухăша малалла тăсрĕ:

— Ял хуçалăх отраслĕ экономика аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă вăхăтра ял аталанăвĕпе унăн пуласлăхĕ хăйсене çирĕплетсе панă ĕç вырăнĕсенче куллен тимлекен çынсенчен питĕ нумай килнине ăнланатпăр. Патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕ те ял хуçалăх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарма май парать, — терĕ вăл. Ахальтен мар округри тыр-пул ăстисем, çанталăк вĕсен умне кăларса тăратнă йывăр условисене пăхмасăр, кашни çул пысăк ỹсĕмсене çывхартма пултарнипе республика шайĕнче палăраççĕ. Кăçал, акă, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ пысăк ят-сума тивĕçрĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илессипе сарăлнă ăмăртура вĕсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче кашни гектар пуçне шутласан 52 центнер ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ хуçалăха нумай çул Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Викентьев ăнăçлă ертсе пырать. Коллективăн ĕçне те тивĕçлипе хакланă, Раççей Ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе тата бронза медалĕпе чысларĕç.

Тĕп сăмах — округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникне — Сергей Волкова. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, 2024 çулта округ уй-хирĕсенче çитĕннĕ ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 41265, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче — 39385 гектар пулнă. Тĕш тырă лаптăкĕ вара — 22821, выльăх апачĕ валли усă куракан культурăсем — 13650, техника культурисем — 2435, çĕр улми — 368, пахча çимĕç 110 гектар йышăннă.

Ял хуçалăх организацийĕсем малтанхи хут палăртнă виçепе 75174 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Алласа кĕлете кĕртнĕ виçе 71531 тоннăпа, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнерпа танлашнă. Çак ĕçе тума, паллах, ертỹçĕсемпе специалистсем, механизаторсем, уй-хирсемпе фермăсенче тимлекен ĕçченсем пысăк тỹпе хывнă. Ỹсен-тăран отраслĕнчи тухăçлă ĕç фермăри выльăх-чĕрлĕх валли çирĕп апат никĕсĕ хатĕрлеме май парать. Черетлĕ хĕл тапхăрĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама пĕр условлă выльăх пуçне илсен 48,5 центнер апат единици чухлĕ хатĕрлесе хăварма пултарни те çакна уççăнах çирĕплетет.

Округри тĕш тырă культурисен тухăçлăхĕн чи пысăк кăтартăвĕсем, «Сатурн» ЯХПК хыççăн илсен, «Победа» ОООра (44,7 центнер), «Рассвет» ЯХПКра (43,2), «АСК-Яльчики» ОООра (41,9), «Энтепе» ОООра (40,9) пулнă.

«АСК-Яльчики» ООО, малта пыракан технологисене тата ял хуçалăх культурисене шăварассине ĕçе кĕртнĕ май, çĕр улми туса илессинче палăрнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче «иккĕмĕш çăкăра» (220 гектар йышăннă) 1 гектартан 318,3 центнер пухса кĕртнĕ.

Администрацин оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ кăçалхи 9 уйăхра 13589 пуç шутланнă, çав шутран сăвăнакан ĕнесем — 5304 пуç. Отчетлă тапхăрта пурĕ 25807 тонна сĕт, 2008 тонна аш-какай туса илнĕ.

…Производствăра малта пыракансене чысланă самант та асра юлмалла иртрĕ. Тĕрлĕ шайри наградăсене илме тивĕçлисем вара йышлăн пулчĕç: Анатолий Багадеров («Рассвет» ЯХПКри водитель), Валерий Выйгетов («Прогресс» АХОри водитель), Николай Купташкин («Сатурн» ЯХПКри ĕне фермин заведующийĕ) агропромышленность комплексĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Михаил Александров («Рассвет» ЯХПКри тракторист-машинист), Валерий Куприянов («Прогресс» АХОри тĕп инженер), Антонина Панкратова («Комбайн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Алексей Шадриков Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Раиса Аввина («Клевер» ОООри тĕп бухгалтер), Татьяна Викентьева («Сатурн» ЯХПКри бухгалтер), Сергей Елисеев («Победа» ОООри тракторист), Антонина Козлова («Комбайн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор), Валерий Николаев («Нива» агрофирма» ОООри тракторист), Вера Смирнова («Рассвет» ЯХПКри тĕп бухгалтер) ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Владислав Айметов («Комбайн» ЯХПКри тракторист-машинист), Геннадий Васильев (В.Г.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи управляющи), Сергей Васильев («Яманчурино» ОООри тракторист-машинист), Алина Галкина («Прогресс» АХОри ветеринари фельдшерĕ), Олег Елисеев («Победа» ОООри тракторист), Владимир Мясников («Сатурн» ЯХПКри агроном), хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Тетмуков, Дмитрий Трофимов («АСК-Яльчики» ОООри агроном) ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Олег Иванов («АСК-Яльчики» ОООра тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан), Галина Крысова («Сатурн» ЯХПКри бухгалтер), Татьяна Романова («Прогресс» АХОри ĕне ферминчи ĕçчен), Александр Светопольский («Нива» агрофирма» ОООри тракторист), Галина Трофимова («Победа» ОООри зоотехник) ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

…»Победа» ОООра ферма çурчĕсем тăтăшах çĕнелсе пынине те хамăр куçсемпе курса çирĕплетме пултаратпăр. Кунта кăçал та çĕнĕ пăру вити хута кайрĕ. Çак кун ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

— Ĕç тухăçлăхне ỹстерес, выльăх-чĕрлĕхрен май пур таран ытларах продукци туса илес тесен ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесси пирĕн тĕп тивĕç пулса тăрать, — терĕ Николай Головин директор. Ахальтен мар ĕнтĕ «Победа» ООО сĕт туса илессипе округра анчах мар, республикăра та малтисен ретĕнче.

…Уяв кунĕнче ял хуçалăх пасарне йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче Елчĕкри почтамт çывăхĕнче ирхине ирех, ял хуçалăх продукчĕсене туянас кăмăлпа, халăх нумай пуçтарăнчĕ. «Рассвет», «Сатурн» хуçалăхсем хăйсен уй-хирĕсенче çитĕннĕ тухăçлă тыр-пулпа сутă турĕç. «Комбайн» ЯХПК утă, тислĕк, «АСК-Яльчики» ООО çĕр улми сутрĕç, «Прогресс» АХОн лавкки вара вырăнти цехра аш-какайран пĕçернĕ тĕрлĕрен продуктсемпе пуян пулчĕ. Уйрăм çынсем — Курнавăшри Василий Ефимовпа Владимир Иванов хăйсен хушма хуçалăхĕсенче ăнса çитĕннĕ купăстапа сутă турĕç. Елчĕкре пурăнакансем вĕсене черет тăрсах туянчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, йышлă пасар тупăшлă пулчĕ.

Аграрисене халалланă уяв концерчĕ те чаплă иртрĕ, программа питех те пуян та тулли пулчĕ. Централизациленĕ клуб тытăмĕн, «Тарават», Шуçăм», «Тускил» ушкăнĕсем, Елчĕкри вăтам тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшисенче тăван тăрăха, тăван çĕре чун-чĕререн юратнине ĕненмелле кăтартса пачĕç. Фойере ача сачĕсен воспитанникĕсем аслисем ертсе пынипе хăйсен АГРО лабораторийĕсенче çитĕнтернĕ тĕрлĕ ял хуçалăх культурисемпе паллаштарчĕç. Тĕп библиотека, историпе тăван тавралăх музейĕ, округри хĕрарăмсен канашĕн членĕсем хутшăннипе йĕркеленĕ куравсемпе те уява хутшăннисем хапăлласа паллашрĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code