Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Документсем йышăнаççĕ

Документсем йышăнаççĕ

Республикăра хушма хуçалăхра хăйсен ĕçне йĕркеленисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç. Çакăн валли документсем йышăнмалли черетлĕ тапхăр пуçланчĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви документсене паянтан пуçласа раштавăн 3-мĕшĕччен йышăнать. Программăпа килĕшỹллĕн профтупăшшăн налук тỹлекен ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 3 ĕне таран туянма, кашни ĕнешĕн 70 пин тенкĕ таран саплаштарма пултараççĕ. Качака е сурăх туянсан вара пĕр пуçшăн 5 пин тенкĕ илĕç. Унсăр пуçне сĕт паракан ĕнене пăхмашкăн — пĕр пуçшăн 7,5 пин тенкĕ, сурăх е качакашăн 500 тенкĕ илме пулĕ. Пулăшу шутĕнче çавăн пекех — ĕнесене пĕтĕлентерме расхутланнин 90, вăрлăха лабораторире тĕрĕслеттерессин тата тăпрана агрохими тĕпчевĕ туса ирттерессин 50, техникăпа тĕрлĕ хатĕр тата пыл хурчĕ тытмашкăн тĕрлĕ материал туяннин тăкакĕсен 40, минераллă удобрении хакне 30% чухлĕ саплаштарасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code