Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантармалли программăсем ăнăçлă ĕçлени халăх шухăшĕсене шута илсе тĕрлĕ объектсене хăтлăлатма е вĕсене çĕнĕрен хута яма майсем уçать. Иртнĕ кунсенче Тип Тимеш ялĕнчи Центральная урамра савăнăçлă лару-тăрура уçнă Преподобнăй Серафим Саровски ячĕпе палăк лартассине те пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн пурнăçларăмăр.
Палăка уçма хамăр ял хастарĕсем — «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов тата Виктор Смирнов уйрăм предприниматель, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев хутшăнчĕç. Тăрăм территори пайне кĕрекен пысăках та мар ялта пысăк чунлă çынсем пурăннине, вĕсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунине палăртса каларĕç вĕсем. Виктор Смирнов пирки расна аса илсе хăварни те вырăнлă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен çак палăка çĕклесе лартасси унăн пуçарăвĕнчен нумай килчĕ. 2013 çулта ялта Михаил Архангел ячĕпе часавай хута ярас ĕçре те Виктор Анатольевич хăйĕн чун-чĕрин хистевĕпе тивĕçлĕ тỹпе хыврĕ. Ялти ытти çамрăксем те пуçаруллă. Вĕсем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка юсаса хăтлăлатас ĕçре уйрăмах пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç.
…Преподобнăй Серафим Саровски ячĕпе тăракан палăка 4-мĕш округри благочиннăй Василий Иванов иерей тасатса сăвапларĕ, апат кĕллине ирттерчĕ. Хĕреслĕ çул çỹрев те йĕркелерĕç. Унта Тип Тимешсемпе пĕрле ытти ялсенче пурăнакансем те нумаййăн хутшăнчĕç.
Сăмах май каласан, 2017 çултан пуçласа Тăрăм территори пайĕнче пурĕ 26 проект, çав шутран 9-шĕ Тип Тимеш ялĕнче ĕçе кĕнĕ.
Пирĕн территори пайĕнче пурăнакансен ял хавалĕ иксĕлми тесе хаклатпăр. Кирек епле ĕçе те пурте пĕрле кар тăрса хутшăнни, пĕрин шухăшне тепри ырласа йышăнни шăпах тăван тăрăхра ырă улшăнусем тума, хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кỹме пулăшать.
Людмила СМИРНОВА,
Тăрăм территори пайĕн начальникĕ.