Анне кунĕ умĕн Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă çар служащийĕсен амăшĕсемпе тĕл пулу иртнĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, «Тăван çĕршыва хỹтĕлекен» патшалăх фончĕн округри филиалĕн социаллă координаторĕ Елена Рахмуллина амăшĕсене çитес уяв ячĕпе саламланă, Тăван çĕршыва хỹтĕлекен чăн-чăн ывăлсем çитĕнтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каланă.
— Сирĕн ывăлăрсен паттăрлăхĕ пирĕн асăмăрсенче ĕмĕрлĕхех юлĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре вĕсен паттăрлăхне тĕпе хуратпăр. Эпир сирĕнпе яланах юнашар пулнине, сире пулăшма хатĕр пулнине эсир пĕлсе тăрăр, — палăртнă Марина Николаевна.
Амăшĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый ячĕпе салам открыткисем, асăнмалăх парнесем парса чысланă.
Çавра сĕтел хушшинчи калаçу вăхăтĕнче салтаксен амăшĕсем ывăлĕсене куç умне кăларса тăратнă, ĕмĕрлĕхех чĕрене вырнаçнă самантсем пирки каласа кăтартнă.
Пурнăçри пысăк хуйха нимĕнле сăмахпа та, ĕçпе те лăплантараймăн, çапах та çакăн евĕр тĕл пулусем амăшĕсен чĕрисене кăштах та пулин ăшăтчăр.
Тав сире, аннесем! Эпир сирĕн умăрта çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр.
Сăн ỹкерчĕкре: салтаксен амăшĕсем тĕл пулура.