Округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсен пуçарăвĕпе Аннесен кунне халалланă мероприяти хальхинче те çỹллĕ шайра иртрĕ. Елчĕкри культура керменне округ центрĕнче пурăнакансем анчах мар, таврари ялсенчен те çынсем нумаййăн килсе çитни, пушшех, уяв ят-сумне ỹстернĕн туйăнчĕ.
Культура керменĕн фойинче кашни территори пайĕ — вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕн членĕсемпе культура ĕçченĕсем пĕрле хутшăнса хатĕрленĕ алă ĕçĕсен куравĕпе паллашма, çавăн пекех чăваш йăли-йĕркине пăхăнса пĕçернĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе тутанса, астивсе курма та май пулчĕ. Кĕр мăнтăр килнипе усă курса хатĕрленĕ ĕçме-çиме пит нумай пулнăран сĕтел урисем те аран чăтса ларчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчен килсе çитнĕ тавçăруллă амăшĕсем авалхи чăвашсен йăлипе сумлă хăнасене хур пустарнипе те пурте кăсăкланса паллашрĕç.
Уява килсе çитнисем пĕрин хыççăн тепри залра хăйсен вырăнĕсене вырнаçса ларнă самантра округра эпир пурте лайăх паллакан, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă хĕрарăмсем, паллах, вĕсем пурте амăшĕсем те, хăйсем пирки хатĕрленĕ видеороликсене курса савăнчĕç.
Амăшĕсене уяв ячĕпе саламлама хутшăннă округри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, хамăр ентеш — «Вăрнарти СОМ завод «Белоусовы» ООО директорĕ Федор Волков мĕн пур аннесен ячĕпе хăйсен чун-чĕрисенчен тухакан ăшă сăмахсене палăртрĕç. Вĕсенчен ырă кăмăлĕшĕн, чун тараватлăхĕшĕн, пирĕн пурнăçа çутăрах та хăтлăрах тата илемлĕрех тума пĕлнĕшĕн тав сăмахĕсене йышăнма ыйтрĕç.
Уяв — уявпа. Анчах хальхи вăхăтра нумай амăшне çăмăл та мар. Уяв кунĕ пулин те, вĕсен пит-куçĕсем пĕрре те малтанхи пек савăк кулăпа çиçменни тỹрех курăнать. Мĕншĕн тесен округри чылай аннепе вĕсен çамрăк кинĕсем вăрçă паян-ыранах чарăнасса шанса Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлне, мăшăрне кулленех килĕсенче кĕтеççĕ.
Уявра, паллах, маттур аннесене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Пĕринчен-пĕри пуçаруллă, хастар вĕсем: Клавдия Васильева, Елена Григорьева, Светлана Карамаликова, Валентина Муллина, Елена Сапожникова, Людмила Теллина ахальтен мар ĕçри хастарлăхшăн, хĕрарăмсен юхăмĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин Тав çырăвĕсене, Елена Цветкова, Галина Московская, Наталья Тунгулова хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене, Раиса Васильева, Зинаида Воробьева, Нина Карпова, Надежда Павлова, Леонилла Лакачова Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн, Тамара Пирогова, Светлана Баринова, Серафима Терентьева, Зинаида Портнова, Антонина Миллина, Лидия Волкова, Вера Павлова, Галина Енейкина «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Мастер-классем ирттерме хутшăннă Анжелика Куприянова, Екатерина Дементьева, Снежана Кузнецова пултарулăхне те куракансем тивĕçлĕ хак панă.
Концерт программи те яланхиллех тулли те пуян пулчĕ. Искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем хатĕрленĕ уйрăм номерсене, Елчĕк тăрăхĕн пикин, пултарулăх ĕçĕнче пысăк шанăç кỹрекен Елизавета Казначеева çамрăк артисткăн, эстрада çăлтăрĕсен (вĕсем те хамăрăн) — Алина Савельева, Дмитрий Московский, Юрий Кашкăр, Антонина Лукина, Лариса Шаурбина — пултарулăхне те куракансем кăмăлтан йышăнчĕç.
Пурте лайăх. Анчах Аслă Елчĕк тата Тăрăм территори пайĕсем уява хутшăнма мехел çитерейменнине хĕрарăмсен округри уйрăмĕ пысăк çитменлĕх вырăнне хурать.
Çак пысăк уява хатĕрленсе ирттересси тăкаксăр та пулман. Ăнланнăшăн, пулăшу аллине тăсса пама ỹркенменшĕн спонсорсене хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева ятран палăртса тав тума ыйтрĕ. «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçине — Юрий Карпова, «Вăрнарти СОМ завод «Белоусовы» ООО директорне — Федор Волкова, вырăнти уйрăм предпринимательсене — Надежда Герасимовăпа Вадим Чернова, Сергей Разумовпа Егор Васильева, Александр Головинпа Алексей Илеменева малашнехи ĕçре те ăнăçу пултăр.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.