Анне. Пурăнать вăл ĕмĕр сывă ывăл-хĕрĕн чĕринче. Анне кунĕ çутăран та çутă, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пĕри. Унăн ачаш аллисем кил вучахне типтерлĕн сыхласа упраççĕ, вĕсемех пурнăçа ырăлăх, хăтлăх, кỹреççĕ… Вĕсемех çĕршывăн паттăр хỹтĕлевçисене çитĕнтереççĕ.

Хăвăлçырмари культура çуртĕнче ĕçлекенсем уяв кунĕ паянхи кун СВОри паттăрсен амашĕсене йыхравласа «Ытарайми аннесем» ятпа тĕл пулу йĕркеленĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Суркова тата хĕрарăмсен вырăнти канашĕн ертỹçи Зинаида Михеева салтаксен амăшĕсемпе ăшă калаçу ирттернĕ, вĕсен пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе интересленнĕ май кашнинех çирĕп сывлăх суннă. Çакăн евĕр тĕл пулусем салтаксен амăшĕсен чунĕсене ăшăтаççĕ, чунпа çирĕп пулса пурăнма хавхалантараççĕ. Округри мĕн пур салтак амăшĕ паян канăçлăхне манса ывăл-хĕрĕшĕн кĕл туса пурăнать. Пысăк тав вĕсене пурне те паттăр салтаксем çитĕнтернĕшĕн тата пысăк чунĕшĕн.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Зинаида Михеевăпа Ирина Суркова (хыçалти ретре) Елизавета Муллина, Галина Галкина, Валентина Осипова, Альбина Волкова салтак амăшĕсемпе пĕрле.

