комплекс спортпа туслисен йышне ỹстерме, халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарать. Çулсеренех нормативсене паракансен шучĕ ỹссе пырать, ку енĕпе Елчĕк округĕ чылай çул малтисен ретĕнче тăрать.
Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти «Волга» стадионра массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсен хушшинче пĕрремĕш хут «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» фестиваль иртрĕ. Унта республикăри 100 ытла пичет тата телерадиокомпани ĕçченĕ хутшăнчĕ. Елчĕк округĕн хаçачĕ «Елчĕк ен» те асăннă фестивале команда тăратрĕ.
МИХ ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов, Спорт министрĕ Василий Петров тата ыттисем саламларĕç.
— III квартал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ хушшинче 8-мĕш вырăн тата ГТО комплексне пурнăçланин тухăçлăхне хак парас енĕпе ПФОра 1-мĕш вырăн йышăнать. Çак фестивале пула эпир Раççей рейтингĕнче тата тепĕр хушма утăм тăвасса, çавна май ПФОри малти позицисене сыхласа хăварасса шанса тăратăп, — палăртрĕ Олег Алексеевич журналистсене саламланă май.
Фестивале хутшăнакансене саламлама округ администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле.
(Хамăр корр.).