Четверг, 23 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс çĕнтерỹçи — Лиза

Конкурс çĕнтерỹçи — Лиза

Ноябрĕн юлашки эрнинче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче «Елчĕк ен пики-2024» конкурс иртрĕ. Çак конкурс чăваш культурине юратакансене пурне те пĕр çĕре пуçтарчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Çамрăкки те, ватти те чылаййăн пуçтарăнчĕ кунта.

Кăçал конкурса 6 хĕр-пике хутшăнма кăмăл тунă. 9-11-мĕш классенче вĕренекенсене жюри членĕсем тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. «Чăваш апат-çимĕçĕ» конкурс хĕрсем хуçалăхра мĕнлерех пулнине, вĕсен çаврăнăçулăхне, апат-çимĕç пĕçерме пĕлнине тĕрĕслерĕ. Кунта чăвашăн ĕмĕртен пыракан апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлни тĕп вырăнта пулчĕ: сăра, шăрттан, хуплу, чăкăт тата ытти апат-çимĕç. Хаваслă юрă-ташă чуна çĕклерĕ. Сăмах май, конкурсантсем пурĕ 5 ĕç пурнăçларĕç.

Кăçалхи çул хĕрсем конкурса уйрăмах тĕплĕ хатĕрленни туйăнчĕ. Ытти çулхипе танлаштарсан, чиперуксем хăйсене сцена çинче илемлĕ тытма пĕлнипе, юрра-ташша ăста пулнипе палăрчĕç, пурин кăмăлне те кайрĕç.

«Елчĕк ен пики-2024» ята Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Елизавета Молодова тивĕçрĕ. «Вице-Елчĕк ен пики-2024» номинацире вара Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ Виктория Романова малти пулчĕ. Дарья Мулгачева — «Куракансем кăмăлланă пике» (Аслă Пăла Тимеш ялĕ), Дарья Антонова — «Сăпайлă пике» (Елчĕк ялĕ), Юлиана Петрова — «Илĕртỹллĕ пике» (Патреккел ялĕ), Виктория Спиридонова — «Пултаруллă пике» (Тĕмер ялĕ) номинацисенче палăрчĕç.

Елизавета Молодова округ чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕ. Ăнăçу сунатпăр ăна!

Анна ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code