
Чăваш çĕршывĕ — «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ». Чăваш тĕрри илемлĕ те илĕртỹллĕ. Чăваш тĕррин кунĕнче уява халалласа «Хĕвел» ача садĕнче чăвашлăх темипе пысăк мероприяти иртрĕ.
Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕсемпе, хăйне евĕрлĕхĕпе паллашнă май ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç, тĕрĕсен илемĕпе киленчĕç. Капăрлăха курсан хăйсен те тĕрлеме вĕренес кăмăл пуррине пĕлтерчĕç вĕсем.
Ỹсе киле вĕсене тĕрĕ ĕçĕн пĕрремĕш утăмĕсемпе паллаштарни вырăнлă пулĕ.
Н.ПЕТРОВА.