Пурнăç кашнине тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăларать. Чун-чĕрепе, кăмăл-туйăмпа вăйлисем вара хуçăлмаççĕ, пушшех, малалла талпăнаççĕ: палăртнине анлă çул парассишĕн вăхăта, вăй-хала хĕрхенмесĕр. Хăйсенне мар, ыттисен интересĕсене мала хуракансем вĕсем.
Салтак амăшĕ
Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Алевтина Иванова кирек кампа та ăшпиллĕн калаçать. Ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăннă май, ăна хăйне ăшă сăмах ытларах кирлĕ пек туйăнать, вăл вара салтаксен амăшĕсемпе, арăмĕсемпе тĕл пулса е телефонпа калаçса йăпатма, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнма мехел çитерет. Телефон тенĕрен, вăл çĕрле те пĕрмай «канăçсăрлăхра» иккен.
— Алевтина Афанасьевна, СВОпа çыхăннă округри мероприятисенче яланах курма пулать сире. «Елчĕк паттăрĕсем» телеграм-каналта та сирĕн ятăр тăтăшах тухать.
— Мобилизаци пуçлансан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул учителĕн Нина Леваян ывăлне те çара илчĕç. «Мĕн тăвар, мĕнрен пуçлар?» — йышши ыйтусем тỹрех канăç памарĕç пире. Ноябрь уйăхĕнче Елчĕкри клубра пухăнтăмăр, округ администрацийĕнчен те йышлăн каçнăччĕ. Гуманитари пулăшăвĕ йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ май, укçа пухакан «должноçа» мана шанчĕç.
Укçа шута юратать теççĕ вĕт, эпĕ çакна тĕпе хурса ĕçлетĕп. Манăн алă айĕнче укçа куçарнисен списокĕ, чексемпе квитанцисем: кама мĕн тата мĕн чухлĕ туянса пани таранах. Ытларах салтаксен саккасĕсемпе ĕçлетпĕр. Хамăн тĕп ĕçрен те яваплăрах ку. «Мĕнле чăтан эс?» — тесе те ыйтаççĕ хăш чухне. Хăнăхнă ĕнтĕ халь.
— «Елчĕк паттăрĕсем» телеграм-каналта 2796 подписчик курăнса тăрать. Пулăшу укçи-тенки аванах пуçтарăнать-и?
— Кашни çын хăçан тата миçе тенкĕ куçарнине пĕтĕмпех пĕлетĕп. Чи нумаййисем — 23, 30, 35 хутчен пулăшу аллине тăснисем пур. Пĕр пенсионерка вара — 58 хутчен! Суммисене палăртмăпăр, чи кирли — вăл ырă ĕç туни. Час-час «шултăра» укçа-тенкĕ хывакансем те пур йышра. Хаçат урлă хамăрăн командăна, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшакан пĕтĕм çынна тав тăватăп. Пĕрле чухне эпир вăйлă!
— «Хамăрăн командăна» терĕр те, кашнине ятран асăнсан вырăнлă пулма кирлĕ.
— Александр Кузьмин (Елчĕк), Олег Егоров (Тăрăм), Алексей Лакачов (Çуткỹл), телеграм-канала йĕркелекенĕ тата тытса пыраканĕ Наталия Волкова (Çĕнĕ Пăва), салтаксемпе çыхăну тытаканĕ Надежда Семенова (Елчĕк)… — кашнин хăйĕн тивĕçĕ.
Пирĕн тĕп ĕç — салтаксене пулăшасси. «Хамăрăн мар» текен ăнлав çук кунта. Елчĕкри Юрий Кузнецов, Мускавра ĕçлесе пурăнать пулин те, ыр кăмăллăх ĕçне чунтан парăннă. Çак таранччен пилĕк хутчен кайса килчĕç вĕсем. «Ачасене курмасан, тăвансене курман пекех — темĕн çитмест», — тет вăл. Тăватă региона витĕр тухаççĕ вĕсем хăйсен маршручĕпе. Ятарлă посылкăсем те чылай хушăнса пыраççĕ. Çавна май çулĕ тата вăрăмланать. Унти ĕç-хĕле волонтерсем фотоотчетра çирĕплетеççĕ.
— Юрий Анатольевич ушкăнĕнчи хастарсене тата камсене палăртнă пулăттăр?
— Николай Муллин (Тĕмер), Леонид Георгиев (Канаш округĕ), Владимир Анисимов, Дмитрий Судаков (Тỹскел) т.ыт.те. Вырăнти ытти пултаруллă арçынсене те пĕлтерес килет ман: çăкăр завочĕн директорĕ Александр Филиппов, «Арсенал» лавкка хуçи Владимир Ершов, «Победа» хуçалăхĕн ертỹçин çумĕ Александр Головин кашни рейса хăйсен таварĕсемпе пуянлатаççĕ. Александр Нягин ертсе пыракан «Стройэнергосервис» ОООра сахал çын ĕçлет пулин те, коллектив укçан адреслă пулăшу кỹрессине йăлана кĕртнĕ. Подстанци ĕçченĕсем те хастар. Эстрада юрăçисенчен Алексей Московскипе Петр Ермолаевран пулăшу килнине курсах тăратпăр. «Пĕчĕк çынран пĕчĕк пулăшу пултăр», — тесе шỹтлет ун пек чух Петр. Пурне те аса илеймерĕм те пулĕ — каçарччăр.
Ялсенче ĕçлекен уйрăм пулăшу ушкăнĕсем те пур. Вĕсем хăйсен тăрăхĕсенчи салтаксен заказĕсене пурнăçлассипе тимлеççĕ. Тăрăм территори пайĕнчи Елена Карпова, Шуршури Антонина Павлова, Çĕнĕ Пăвари Андрей Андреев… ертсе пынипе хỹтлĕх тетелĕсем, окоп çуртисем хатĕрлессипе те ĕç-пуç чарăнмасть.
— Акă кунтах, шкула пырса кĕрсен те, çуртасем хатĕрлени курăнать.
— Пĕтĕмпе 270 çурта, 2 сетка, тăхăнмалли япаласем, çырусемпе талисмансем хатĕрлерĕмĕр. Ку ĕçсене йĕркелессине те хам çине илнĕ эпĕ. Пархатарлă акцие хутшăнакан кашни шкул ĕçченĕ, вĕренекен, ашшĕ-амăшĕ те тав сăмахне тивĕç. (Ред.: статья пичетлениччен коллектив гуманитари пулăшăвне ăсатма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ).
Ывăлĕ

Николай Петровичпа Алевтина Афанасьевна Ивановсен ывăлĕ Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси училищине пĕтерсен çар службине Новосибирскри спецназа лекнĕ. Ку тĕлĕнтермерĕ, мĕншĕн тесен Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче физкультурăпа спорт ялан çỹллĕ шайра пулнă. Виктор вара районти тĕрлĕ ăмăртуран çĕнтерỹçĕ е призер пулса таврăннă.
«Арçын ачан нумай калаçмалла мар», — теттĕм. Çакă витĕм кỹчĕ-и — хăйĕн çинчен питĕ сахал пĕлтерет пире. Сроклă службăра 3 уйăх Сирире пулни те кайран кăна çиеле тухрĕ», — тет Алевтина Афанасьевна.
Çар ĕçĕ килĕшнĕ-и çамрăка, ун хыççăн Йошкар-Олари ОМОН батальонне вырнаçнă, Кăнтăр Осетири хирĕç тăрăва хутшăннă. Кăна та кайран çеç пĕлнĕ килтисем. 2021 çулта В.Иванов ефрейтора «Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ» ят панă.
Контракт вĕçленсен каччă Шупашкарти «ФК Гранд-капитал» медучрежденире тăрăшать. Пирĕн çарсене Украина çĕрĕ çине илсе кĕме пуçласан Викторăн ОМОНти юлташĕсене те СВОна ăсатнă. «Манăн унта каймаллах», — тенĕ вăл ашшĕ-амăшне темиçе хутчен те. Сергей Данилов çар комиссарĕ патĕнче те пулнă вăл çак ыйтупа. Яман. Мобилизаци пуçлансан унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Амăшĕ çуралнă кун повестка панă ăна, иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн юбилейĕнче тухса кайнă. Черетлĕ отпуска килсен Анне кунĕнче вĕçтернĕ лере.
Жуков, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсене тивĕçнĕ «Артист» чĕнỹллĕ хỹтĕлевçĕ малтан разведчик тивĕçне пурнăçланă пулсан, халĕ — пулеметчик.
Николай МАЛЫШКИН.
Сăн ỹкерчĕкре: Виктор (сылтăмри) Юрий Кузнецовпа.

