Пятница, 12 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуç таятпăр…

Пуç таятпăр…

Çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ Совет Союзĕн виçĕ Геройне, Раççей Геройне тата Социализмла Ĕçĕн тăхăр Геройне халалласа округра сахал мар мероприяти иртнĕ.

Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Николай Алексеевич Петрова асăнса шкул ачисемпе Паттăрлăх урокĕ йĕркеленĕ.

Герой ячĕпе хисепленекен Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем юрă-ташă композицийĕсенче тĕрлĕ ăрури паттăр ентешсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи, афганпа чечен хирĕç тăрăвĕсенчи, халĕ ятарлă çар операцийĕнчи кун-çулне витĕмлĕн кăтартнă. Сцена çинчи пулăмпа çирĕпленсе пынă чуна витерекен сăмахсем кашнине куççульлентернĕ. Çав вăхăтрах мăнаçлану та çуратнă: Çĕршыв Паттăрĕсем пуртан эпир çирĕп! «Кам пирĕн çине хĕçпе килет, вăл çав хĕçпех вилет». Историре тăшман Раççее чĕркуçлентерни пулман, нихăçан та пулмĕ!

Ачасен йышлă ушкăнĕ умĕнче тухса калаçнă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Лариса Васильева шкул директорĕ паттăрсенчен вĕренме, вĕсем пек пулма тата астăвăмра тытма кирлине палăртнă. Тĕслĕх вара юнашарах — Николай Петров. Унăн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи паха енĕсене ашшĕпе амăшĕ — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна та аса илнĕ. Леонард Левый вĕсене пархатарлă ывăл çитĕнтернĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе тав тунă, парне панă.

Мероприяти вĕçĕнче «Шуçăм» тата «Тускил» ансамбльсем Галина Каринкина сăввипе Иван Шурбин кĕвĕленĕ «Пуç таятпăр пурте» юрра янратнă. Тỹскел Геройне халалланă юрра ура çинче тăрса итленĕ.

Çапла, пуç таятпăр кашни Паттăр умĕнче…

Çав кунах округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Кивĕ Эйпеçĕнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов патĕнче пулнă, уявпа саламланă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code