
Çакăн хыççăн тусăм хăйĕн шывне мана парса хăварса шаннă заданине пурнăçлама малалла ыткăнчĕ. Эпĕ каçхине 5 сехетчен йывăç айĕнче выртнă хыççăн çаплах выртсан чĕрĕ юлмасса ăнлантăм, каскăпа бронежилета, ытти хатĕрсене хывса ывăтса хам килнĕ çулпа хамăрăннисен енне шума пуçларăм. Автомат тата гранатăсем — çумра. Çул çинче темиçе дрон та вĕçсе килчĕ. Хускалмасăр выртма та, пĕр хут анчах мар вилнĕ салтаксемпе хупланма та тиврĕ. Урăх бригадăри салтаксем сурана тепĕр хут çыхрĕç çул çинче. Вырăна çитсен мана тухтăр: «Эсĕ кĕпепе çуралнă», — терĕ. Уколсем тунă, пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн мана тĕрлĕ вырăнти сиплев чаçĕсене, унтан Беловодскри госпитале ячĕç. Шăпа çакăнта ман пурнăçа çăлнă Комсомольски ачипе Александр Петровпа пĕр палатăра выртма пỹрчĕ. Вăл çăмăлрах аманнăччĕ, сывалсан ăна каллех малти рете ячĕç. Шел пулин те, черетлĕ çапăçура вăл вилмеллех аманнă. Кайран Алейск хулинче тепĕр 2 эрне сиплентĕм. Пĕçĕ çинче 7 сантиметрлă осколок çỹрет.
Апрелĕн 2-мĕшĕнче Самарăна таврăнать «Бэха» хушма ятлă Елчĕк каччи. Кăкăрне 2 медаль илемлетет унăнне: «Паттăрлăхшăн», «Авдеевкăна илнĕшĕн». Кунта ăна çарпа тухтăр комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр кăларса строя юрăхлă тесе палăртаççĕ. Ун хыççăн 1 уйăх отпускра пулать вăл. Осколок канăç памасть ăна, кăшт хускалсанах туйăнать вăл. Çанталăк улшăннине те туять. Отпуск хыççăн Самара хулинчи çар чаçне таврăнать А.Григорьев, кунта салтаксене çапăçу мелне вĕрентет. Украинăна тепре те кайса килнĕ вăл. Хальхинче те Турă упранă салтака — çумра сирпĕннĕ мина хăйне тивмен. Сывлăш хумĕ вара ăна 15 метр инçĕшне сирпĕтсе янă. Снаряд ванчăкĕ аллине чĕрсе иртнĕ. Воспитани енĕпе ĕçлекен командир каллех Украинăна каять — хальхинче те малти рете.
— Каялла çул çук. Пуçланă ĕçе вĕçлемелле, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçламалла, — тет вăл.
Хăй çар ретĕнче тăрать пулсан та салтаксене пулăшса укçа-тенкĕ куçарать Саша. Çывăх вăхăтра хăйсен çар чаçне валли пулăшу ушкăнĕпе УАЗ автомашина илме те май çитернĕ. Çав вăхăтрах Ĕнел ялĕнчи тусĕсене мĕн пур енĕпе пулăшса пынăшăн пысăк тав сăмахĕ калать. Ача чухне кунта кукамăшĕ — Зинаида Игнатьевна патĕнче пурăннă çулсенче çирĕпленнĕ вĕсен туслăхĕ.
Александр 1993 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Саша пĕчĕк чух уйрăлнă. Амăшĕ Ольга Николаевна Григорьева Елчĕкре пурăнать, ашшĕ — Радислав Федорович Квасов — Çĕнĕ Пăваран. Александр Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, шкул хыççăн Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе экономист профессине алла илнĕ. Авланнă вăл. Хĕр ỹсет. Пĕрремĕш класа каякан Ярослава ашшĕне куç пек кĕтет. Ача садне çỹрекенскере пĕринче воспитателĕ «Сан аçу чăн-чăн паттăр, амансан хамăрăннисен енне 3 кун шуса çитнĕ…», — тесе пĕлтерсен тỹрех ашшĕ патне шăнкăравланă вăл, унпа савăннине, ăна питĕ кĕтнине пĕлтернĕ. Уйрăмах тăван тĕпренчĕкĕ вăй-хăват парса тăрать те ĕнтĕ ашшĕне. Тата хĕрĕ хăй аллипе ашшĕ патне çырнă çырăвĕ — ăна Саша телефонĕ çумĕнчех тытать.
Александр Григорьев çак кунсенче каллех ятарлă çар операцине çул тытрĕ.
— Хальхинче малти рете 30 ачана пĕрле илсе кĕме шанчĕç мана, — хыпарларĕ Александр.
Ăна тата ытти мĕнпур салтака ăнăçу, сывлăх сунар, каялла çемйисене ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме пиллетĕр вĕсене Турă.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: СВОри Александр Григорьев черетлĕ хут задание каяс умĕн.

