Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтисем — Елчĕксем

Малтисем — Елчĕксем

«Улăп» ФОКра территори пайĕсен спартакиади шучĕпе мини-футбол турнирĕ иртнĕ.

Пĕтĕм тĕл пулăва çĕнтерỹпе вĕçлесе 1-мĕш вырăна Елчĕк территори пайĕн команди тухнă. Финалти çăмăл мар вăйăра вăл Çирĕклĕ Шăхальсене 3:2 шутпа çĕнтернĕ. Виççĕмĕш призер — Лаш Таяпа команди.

Ыттисен хапхине ултă мечĕк тапса кĕртсе Николай Николаев (Акчел) «Чи лайăх бомбардир» ята тивĕçнĕ. Елчĕкри Александр Гаврушова, Лаш Таяпари Александр Мижерова, Хăвăлçырма ялĕнчи Дмитрий Трофимова та тĕрлĕ номинацире палăрнăшăн ятарлă парнесемпе чысланă.

Турнира Аслă Таяпа, Курнавăш, Тăрăм территори пайĕсем команда тăратайман…

Асăннă спорт керменĕнче 2016 çулта тата каярах çуралнă ачасем хушшинче те иртнĕ турнир. Хĕл Мучи парнисемшĕн 5 шкул команди кĕрешнĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем вăйăсенчен пысăк хавхалану илнĕ, лайăх техника тата команда пĕрлĕхне кăтартма пултарнă. Малти вырăнсене Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Патреккел шкулĕсен командисем йышăннă. Ăмăрту илемĕ йĕркелỹçĕсемпе спонсорсен хастарлăхĕнчен килнине те палăртмаллах. Вĕсем: И.Егоров, В.Кудряшов, А.Уркин, П.Воронцов, С.Воронцов, Э.Миллин, C.Светлов, А.Гаврушов, В.Цыганов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code