«Хамăр ватăлсан та чун ватăлмасть», — теççĕ халăхра. Çаплах пуль…
Куçсем те илеме, тирпейлĕхе юратаççĕ, кăмăл та ăçта ăшă — çавăнта туртать. Пуçри шухăшсем вара çамрăк чухнехинчен те шухăрах — пурнăçри çитменлĕхсене курса чуна ыраттараççĕ.
Çын вăхăта кура, пурнăçа кура хăйĕн кун-çулне майлаштарса пыма тăрăшать. Ăслă, ĕç халăхĕ çинчен шухăшлакан ертỹçĕсем колхозсене сыхласа хăварчĕç, теприсем вара халăхăн пĕрлехи вăйĕпе усă курса приватизацие хапăл турĕç… Пурнăç никамшăн та иккĕ килмест. Çын телейĕпе савăнăçĕ, ăнăçлăхĕ — пĕрлĕхре, пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса пурăннинче. Хальхи вăхăтра уйрăм хуçалăхсемпе пурăнатпăр пулин те, пĕр ял çыннисем пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăрах. Эпир пурте — пĕр коллектив.
Выльăх кĕтĕвĕн те кĕтỹçи пур. Çемьере те хуçа пур. Ялсенче пурăнакансем те пĕрлехи ĕçсене йĕркелесе пыма хăйсен хушшинчен шанăçлă, халăхшăн тăрăшакан пултаруллă çынна староста пулма суйласа илеççĕ. Пирĕн ял старости вара Василий Алексеевич Ефимов. Ял старости Курнавăш территори пайĕн пуçлăхĕпе — Алексей Герасимович Мартышкинпа пĕрле килĕштерсе ĕçленине пула юлашки çулсенче тăтăшах курăмлă ĕçсем вăя кĕреççĕ.
Ял ватăлса пыни те вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Ача-пăча шкултан вĕренсе тухнă-тухманах хуласене тухса кайнинчен те тĕлĕнмелли çук. Пĕлетпĕр, кашни çамрăка тăван кил, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ хăй патне туртать. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем май пулсанах яла килме тăрăшаççĕ. Каникулсен вăхăтĕнче ял ача-пăча сассипе тулать. Çавăнпа пирĕн, ял çыннисен, ял кичемлĕхне сирессишĕн чунтан тăрăшса ĕçлекен ертỹçĕсене май пур таран пулăшса пымалла. Ĕç тума палăртнипе çеç мар — ăна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ кирлĕ.
Вырăнти халăх палăртнă ĕçсен проекчĕсене пурнăçлама патшалăх пулăшнине шута илсе çак çăмăллăхпа усă курма тăрăшар. Пурте пĕр кăмăллă пулар-ха! Акă, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ фельдшер пункчĕ мĕнлерех савăнтарчĕ пире! Пысăк, çутă, ăшă вăл — тухас та килмест. Территорие карта тытса çавăрнăран сиплев çурчĕ тата илемлĕрех курăнать. Тĕсне те килĕшỹллĕ суйласа илме пĕлнĕ. Тавах сире, çамрăксем! Владислав Герасимович Мартышкин, Петр Васильевич Смирнов, Николай Васильевич Смирнов, Юрий Петрович Козлов, Валерий Васильевич Курчин, Василий Алексеевич Ефимов ял халăхĕшĕн тăрăшса пурнăçлакан ĕçсене эпир тивĕçлипе хаклатпăр. Сирĕн ĕçĕрсем сирĕн ырлăхăр çинчен аса илтерсех тăрĕç.
Хаклă ял çыннисем, тăванăмăрсем, çывхарса килекен Çĕнĕ çула, Христос çуралнă куна лайăх сывлăхпа кĕтсе илмелле пултăр пурин те, пĕр шухăшлă пулса пĕр-пĕрне пулăшса пурăнар!
Дария СМИРНОВА,
Курнавăш ялĕ.