Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» ытларах çырăнтарнă

«Елчĕк ене» ытларах çырăнтарнă

Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Кавалти çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем Кавал, Кивĕ Эйпеç тата Питтĕпел ялĕсенче пурăнакансем хушшинче округ хаçатне 171 экземпляр салатнă пулсан, 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта вĕсем ăна 174 экземпляр çырăнтарнă.

Юлашки çулсенче, пытармалли çук, çынсем хаçат-журнал çырăнасси чакса пырать. Апла пулин те эпир аса илнĕ Кавалти çыхăну уйрăмĕ пирки çакна калаймăн. Кунта пурăнакансен ял хавалĕ пысăк: вĕсем пĕрлехи тĕрлĕ ĕçсене пысăк хастарлăхпа хутшăнни те куç умĕнче, унсăр пуçне, округ хаçачĕ те ют мар — вĕсем ăна хапăл туса çырăнаççĕ, вулаççĕ.

Хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пырасси, паллах, почтальонкăран та нумай килет. Калама анчах çăмăл, вĕсен тивĕçĕ вара пит пысăк. Хаçат-журнал салатнипе пĕрлех ял çыннисене пенси укçипе, ытти пулăшу ĕçĕсемпе те тивĕçтереççĕ вĕсем. Тăтăш халăх куçĕ умĕнчи çак професси çыннисемшĕн ял-йыш хисепне, шанăçне тивĕçме пултарни те малти вырăнта. Унсăрăн вĕсене хăйсен кулленхи ĕçне тухăçлă йĕркелесе пыма çăмăлах пулас çук. Татьяна Смирновăпа Алевтина Новикова вара шăпах ял çыннисен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларакансем пулнине вĕсен кашни кунхи ăнăçлă ĕçĕсенчен те уççăнах курса тăратпăр.

— Алевтина Владимировна 17 çул почтальонкăра ĕçлесе пысăк ăсталăх пухни каламасăрах паллă. Татьяна Смирнован ĕç стажĕ те çителĕклех — 5 çул. Вăл та хăй ĕçне парăннă çын пулнипе палăрса тăрать, — тет çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Светлана Сергеева.

Сăмах май каласан, Светлана Васильевна хăй те кирек кампа та пĕр чĕлхе тупса калаçма анчах мар, хăй хыççăн ертсе кайма пултаракан çын, апла пулсан, чăн-чăн ертỹçĕ пулнипе палăрса тăрать. Эпир мĕн пĕлнĕренпех — 23 çул хушши пĕр улшăнмасăр Кавалти çыхăну уйрăмне ертсе пырать вăл.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code