Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăххине, ыррине шанса — Çĕнтерỹ патне

Лайăххине, ыррине шанса — Çĕнтерỹ патне

Вăхăт таппи, акă, часах Çĕнĕ çул алăкне уçĕ. Çавна май, киввине ăсатнăран, иртнине пĕтĕмлетесси, çĕннине алă панăран, тĕллевсене палăртасси йăлара. Ку йĕркерен кăçал та пăрăнас темерĕмĕр — калаçу тĕпелне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхне Леонард Левыя чĕнтĕмĕр.

— Леонард Васильевич, хыçа юлакан çулпа кăмăллă-и Эсир? Округ историне мĕнлерех çырăнса юлать вăл?

— Тỹрех калатăп: пĕтĕмĕшле илсен — кăмăллă. Эпир 2024 çула кашни отрасльпех тупăшлă вĕçлетпĕр. Округ çулсерен Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн республикăри тапхăрĕнче пĕр хутчен мар çĕнтерỹçĕ е призер пулса тăрать. Кăçал, акă, тỹрех тăватă номинацире палăртăмăр: икĕ 2-мĕш тата икĕ 3-мĕш вырăнсем. Ялсене тирпей-илем кĕртесси, симĕслентересси те ырă пулăма çаврăнчĕ, ку енĕпе республикăра ирттернĕ смотр-конкурсра урамсемпе çыхăннă номинацире Аслă Елчĕкри Николаев урамĕ 1-мĕш, Кивĕ Эйпеçри Тĕп урам 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Кивĕ Эйпеçри «Вучах» территорин обществăлла хăй тытăмлăхĕ (ТОС) ырă ĕçсемпе палăрать. Унăн членĕсем кĕркунне «Социаллă тивĕçтерỹ, социаллă пулăшу тата граждансене хỹтĕлесси» направленипе Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ. Ялшăн 400 пине яхăн укçа-тенкĕ аванах.

Округ представителĕсем, уйрăм коллективсем вĕренỹ, культура тата спорт мероприятийĕсенче регион, Раççей шайĕсенче пысăк çитĕнỹсем туни те паллă пулăмсем.

— Вырăнти тĕп отрасль — ял хуçалăх теми айккинче юлмастех пирĕн калаçура.

— Çапла, агропромышленность комплексĕ округ экономикин тĕп секторĕ шутланать. Çĕр ĕçченне çанталăк тăтăшах тĕрĕслет те, ку çул пушшех çăмăл мар килчĕ. Апла пулсан та пĕр гектартан вăтамран 32,5 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултартăмăр. Лаптăк пĕчĕк мар: 41265-рен 22821 гектарĕ тыр-пул пайĕ пулнă. Пĕтĕмпе пỹлмене 74174 тонна тырă кĕртнĕ. Асăннă кăтартусемпе пирĕн округ Чăваш Енре чи малти. Уйрăм ĕç коллективĕсенчен Юрий Викентьев ертсе пыракан «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ чи тухăçлă ĕçленисенчен пĕри. Хуçалăхăн тыр-пул кăтартăвĕ пĕр гектар пуçне 52 центнер ытларах. Вĕсен тăрăшуллă ĕçне Раççей Ял хуçалăх министерствин наградисемпе хакланă.

Тăватă хуçалăх пĕр гектартан 40-шер центнер ытла тĕш тырă алла илнине те палăртмаллах. Вĕсен йышĕнче: «Победа», «Рассвет», «АСК-Яльчики», «Энтепе».

Выльăх-чĕрлĕх направленине илсен, мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен шучĕ 11 уйăхра 13202 пуç шутланнă, çав шутра сăвăнакан ĕнесем — 5262. Çак тапхăрта 100 гектар çĕр пуçне 60,8 центнер аш-какай, 840,7 центнер сĕт туса илнĕ. Вăтам сăвăм пĕр ĕне пуçне — 6527 килограмм. Уйрăм хуçалăхсенчен чылай çул ĕнтĕ «Победа» сахал яваплă обществăна çитекенни çук. Николай Головин директор мĕн пуррипе, тунипе çырлахса лараканскер мар, инвестици проекчĕсемпе анлăн усă курса пысăк технологиллĕ выльăх-чĕрлĕх витисем хута ярать. Условисем лайăхланса пынă май, паллах, ĕçлекене те ырлăх, кадрсен ыйтăвĕ те çивĕч мар. Округĕпе илсен, пурĕ 9 инвестици проектне (103 млн тенкĕлĕх) ĕçе кĕртмелле.

Тухăçлă продукци туса илесси машинăпа трактор паркне çĕнетнинчен те нумай килет. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ку çул 210,1 миллион тенкĕлĕх 37 единица техника туяннă. Патшалăх пулăшăвĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен, 9 уйăхпа илсен, 131,590 миллион тенке çитнĕ.

— Ытти отрасль ĕçне мĕнле хаклатăр округăн экономикипе социаллă аталанăвĕнче?

— Производство предприятийĕсене илес тĕк, 11 уйăхра 1758,8 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Çакă 2023 çулхипе танлаштарсан, 40 процент ытларах. Вĕсенче ĕçлекенсен йышĕ — 187, пĕлтĕрхинчен 10 çын нумайрах. Ку тытăмра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи — 36069 тенкĕ, иртнĕ çулхинчен 30 процент пысăкрах. Ваккăн сутăнакан тавар çаврăнăшĕ январь-сентябрь уйăхĕсенче 903 миллион тенке çитнĕ е 5 процент ỹснĕ.

Юлашки çулсенче вĕренỹпе культура учрежденийĕсене тĕпрен юсасси çине патшалăх тимлĕх уйăрни савăнтарать. Шăпах «Культура» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура керменĕпе библиотекăна тата Яманчỹрелĕнчи культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр те ĕнтĕ. Çывăх кунсенче Аслă Таяпари тухтăр амбулаторине уçăпăр.

Çул-йĕр строительствинче те ĕç кал-кал пырать. Чи пысăкки — Елчĕк-Курнавăш çулĕ: унта 3,7 километр асфальт сарнă. Асăннă ĕçе Патреккелĕнчи Новая, Северная (2 км), Аслă Елчĕкри Яковлев, Молодежная (1,5 км) урамсенче йĕркеленине те каласа хăвармалла.

Ял çыннисемпе час-часах тĕл пулатăп та, çавна май «ĕç çук» тенине илтме пулать. Çав вăхăтрах çакна каласшăн: паянхи кун тĕлне предприятисемпе организацисенче 167 ĕç вырăнĕ пушă, вăл шутран округ администрацийĕнче 8 ваканси.

— Çулсерен халăх пуçарăвĕ çине таянса ялсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ, уйрăмах кăçал. Çĕнĕ çулта ку тĕлĕшпе мĕн çĕнни курăнать?

— «Пуçару бюджечĕпе» килĕшỹллĕн округра сахал мар ĕç тăвăнать, чăнах та. Хаçатра та чылай материал пичетленчĕ, çавăнпа та тулли отчет туни вырăнлă мар пулĕ. Çакна палăртни кирлех: ялсенче пурăнакансем мĕнле объект тумаллине е çĕнетмеллине хăйсем палăртаççĕ. Вĕсен ăнланулăхĕ, тăрăшулăхĕ ỹссе пыни çакăнтан та курăнать. Чи малтанхи тапхăрта — 2017 çулта 8 проект хута янă пулсан, 2019 çулта — 20, 2021 çулта — 33, 2022 çулта — 36. Кăçал вара 86224,4 пин тенкĕлĕх 82 проект ĕçе кĕртрĕмĕр. Çитес çулхи проектсен шучĕ 100-тен те иртет.

Ял çынни урамсен çулĕсене сарнипе е ача-пăча площадкисем тунипе кăна çырлахмасть халь, кăткăсрах проектсене илет хăйĕн çине. Кавалсем, акă, 3 миллион тенкĕлĕх 2,4 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Яманчỹрелсем 2023 çултах 700 метр улăштарнă, кăçал тата пĕр километр хушнă. Ырă тĕслĕх ыттисене те çĕнни патне туртăнма хистени савăнтарать. 2025 çулта çак ĕçе пурнăçлассине Кивĕ Эйпеç, Лаш Таяпа, Хăвăлçырма ялĕсенче те плана кĕртнĕ.

«Пуçару бюджечĕпе» чылай çул ăнăçлă ĕçленине кура пирĕн тăрăха аякран уйрăм çынсем те, делегацисем те килеççĕ. Сентябрь уйăхĕнче Кострома облаçĕн делегацийĕ пулнăччĕ. Хăнасем виçĕ территори пайĕнчи объектсемпе çеç мар, чăваш халăхĕн историйĕпе, юрри-ташшипе паллашма та май тупрĕç.

Çакăн пирки те каласа хăварасшăн: патшалăх программипе усă курса 2020 çултанпа ялсенчи шыв башнисене улăштарассипе те ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе 25 сооружение улăштарнă, çав шутран Чăваш Тăрăмĕнче тата Лаш Таяпара кăçал.

— 2025 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май, Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăн пекех тепĕр Çĕнтерỹ те вăрах кĕттермĕ. Сирĕн шухăшăр мĕнле?

— Историри паллă событисене вăхăт та нихăçан та хуплаймĕ. Аслă Çĕнтерỹ, шав аякка кайса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ ỹсет çеç. Пирĕн округра вăрçă ветеранĕсем юлмарĕç пулсан та, вĕсем манăçа тухмĕç. Манăçа тухмĕç салтак арăмĕсемпе тыл ветеранĕсем те, вăрçă ачисем те. Вĕсем те пысăк тỹпе хывнă фашизма çапса аркатассишĕн. Çавна май эпĕ Совет Союзĕн Маршалĕн Георгий Жуковăн сăмахĕсене пĕр улăштармасăр илсе парасшăн: «Тыл в период войны был половиной Победы, даже больше».

Çакна эпир паян та курса тăратпăр. Раççей çĕршывне хирĕç 50 ытла патшалăх тăнă май, ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ. Округ халăхĕ те çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн тỹпине хывать. Хаçатра та ыр кăмăллăх акцийĕсем пирки çырсах тăратăр-ха. Май пуррипе усă курса округра пурăнакансене, волонтерсене, гуманитари пулăшăвне хỹтĕлевçĕсем патне илсе çитерекенсене пурне те чĕререн тав тăватăп. Шанăç пирĕнте нихăçан та ан çухалтăр. Пĕрле чухне эпир вăйлă!

Эпĕ СВОран отпуска килекенсемпе час-часах тĕл пулатăп та, вĕсем каласа панă тăрăх çĕршыв хỹтĕлевçисен паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕн те. Вĕсене кашнинех Турă сыхлатăр. Фронтпа тыл пĕр чăмăрта пулсан Аслă Çĕнтерỹ çулĕнче тепĕр Çĕнтерĕве те кĕтсе илетпĕрех. Шел пулин те, вăрçă çухатусăр мар. Эпир паттăрсен тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле хурланатпăр, вĕсем кашнин асĕнче юлма тивĕç.

— Паянхи ĕмĕрĕн 25-мĕш çулĕнче округра пурăнакансене мĕн суннă пулăттăр?

— Çĕнĕ çулталăкра пурте, ватти те вĕтти, ыррине çеç кĕтетпĕр. Вăл пирĕн округа, кунти кашни яла ырă улшăнусем, кашни çемьене килĕшỹпе телей, ăнăçу илсе килтĕр. Мирлĕ тỹпе, тăнăçлăх пултăр.

Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code